30 сентября 2017 г.
ОКТЯБРЬ, 1. Çак кун 1609 çулта Смоленск хулине Польшăпа Литва çарĕсенчен пысăк паттăрлăх кăтартса хỹтĕлесси пуçланнă.
ОКТЯБРЬ, 9. 1760 çулта çак кун вырăс çарĕсем Çичĕ çул пынă вăрçăра пĕрремĕш хут Берлина илнĕ. 1813 тата 1945 çулсенче мĕн пулассине малтанах пĕлсе тăнă пек, Шувалов граф ун чухнех çапла каланă: "Берлинтан Петербурга тăсăлса çитме çук, Петербургран Берлина вара яланах çитме пулать".
ОКТЯБРЬ, 14. Çак кун 1811 çулта вырăс çарĕсем Михаил Кутузов ертсе пынипе Дунай шывĕ урлă каçса Рущук (халĕ вăл -Болгарири Русе хули) патĕнче 20 пинлĕ турккă çарĕсене тĕппипех çапса аркатнă. Вырăс çарĕнче пурĕ те 9 салтак çеç вилнĕ.