30 сентября 2017 г.
Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне службăри ултавшăн штраф тỹлеттернĕ.
Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕ пуçтарнă доказательствăсем Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 292 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллен ĕç пуçарнă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ преступлени çулĕ çине тăнине çирĕплетме çителĕклĕ.
Пуçлăх 2016 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче хăй ертсе пыракан ял тăрăхĕн администрацийĕ ятĕнчен коммерци организацийĕпе (асăннă фирмăн ĕç тăвакан директорне ỹкĕте кĕртсе) ултавлă килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çак вăхăт тĕлне Тỹскел ялĕнчи нумай функциллĕ культура центрне туса пĕтермен пулсан та, ăна туса пĕтернĕ, строительство ĕçĕсене пурнăçлама 930 пинлĕх укçа-тенкĕ тăкакланă тесе ултавлă муниципалитет килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Асăннă суммăран 450 пин тенкине усă курса ĕлкĕрейменнине уямасăр 2017 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче подрядчик счечĕ çине ĕçе вĕçленĕ пек кăтартса 930 пин тенкĕ куçарса панă. Нумай функциллĕ культура центрне туса пĕтерес ĕçе коммерци организацийĕ 2017 çулхи çу уйăхĕнче анчах вĕçленĕ.
Айăплав тăратнă чух айăпçă уголовнăй майпа пĕрремĕш хут анчах айăпланнине, вăл айăпне йăлтах йышăннине, хăйĕн айăпĕпе пулнă тăкака тĕпĕпех саплаштарнине тата айăпçăна суд хỹтĕленине тĕпе хурса айăпçă тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовнăй ĕçе чарса лартса ăна уголовнăй право айăплавĕн тĕсĕпе улăштарнă, ял тăрăхĕн пуçлăхне 25 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.
Правăна хирĕçле ĕçе следстви пайĕн ĕçченĕсем шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле тупса палăртнă.
Т.ПРЫГУНОВА,
следователь пулăшуçи.