Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи çулталăкĕ тетпĕр пулин те…

27 сентября 2017 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи паянхи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кỹрессине малти вырăна хуракан район администрацийĕн пуçлăхĕ ирхине 8 сехет çитичченех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле Елчĕкри Çамрăксен урамĕнче пулса курни ахальтен мар. Вăл иртнĕ эрнекун хăйĕн пĕрремĕш çумĕпе - Леонард Левыйпа çак тăрăха çитсе курнă, куçа курăнакан йĕркесĕрлĕхе те асăрхамасăр иртме пултарайман...

Çĕнĕ пурнăçра - 25 çул каялла йĕркеленнĕ çĕнĕ урамра капмар çуртсем пĕрин хыççăн тепри хăш вăхăтра çĕкленсе ларнине сиссе юлма та пулмарĕ. Малтан "Прогресс" колхоз тыр-пул акса çитĕнтернĕ çак таса уй-хирте çурт-йĕр хăпартма шăпа пỹрнĕ çамрăк çемьесене çав çулсенче нумайăшĕ, лайăх астăватпăр, чи телейлисем вырăнне шутлатчĕç. Анлă урампа саркаланса утса иртме кăмăллă. Анчах кил хуçисем нумай пуç ватмасăрах ирĕклĕ вырăнпа мĕнле усă курмаллине шутласа та тупнă, тейĕн: пĕр-пĕрин хыççăн шалча çапса сетка карнă та - хур-кăвакал, чăх-чĕп усрамалли меллĕ вырăн пулса та тăнă. Ялта чăх-чĕп, хур-кăвакал усраман çын çукпа пĕрех. Анчах пурте вĕсене усрама Çамрăксен урамĕнчи пек çын куçĕ умĕнче - урамра вите-çурт туса пани килĕшỹллĕ мар. Урам вĕçĕнче - акционерсен "Прогресс" хупă обществи акмасăр хăварнă самай пысăк çĕр лаптăкĕ çỹп-çап купипе тулса ларнине те пурте пĕлеççĕ, кураççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне Юрий Блинова тупса палăртнă çитменлĕхсен тĕлĕшĕпе йĕрке тума çирĕп хушу пачĕ. "Экологи çулталăкĕ тени хут çинче çырăннипе анчах ан ирттĕр, ĕçпе çирĕплентĕр", - терĕ вăл.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çуртсене хутса ăшăтмалли сезон пуçланать. Яваплă тапхăра хатĕрленессин тĕлĕшĕпе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров чарăнса тăчĕ. Предприятисемпе организацисенче 2017-2018 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленнине ятарлă комиссипе тĕрĕслессине йĕркеленĕ пулин те район администрацийĕн пуçлăхĕ тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умне конкретлă тĕллевсем лартать: "Яланах чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленмелле, сивĕ хĕл кунĕсенче ăшăпа тата çутăпа туллин тивĕçтересси тĕп тĕллев пулса тăмалла". "ДПМК" "Яльчикское" ООО директорĕ Вячеслав Сядуков пысăк йыша - 54 çынна пĕрлештерсе тăракан коллективăн кăçалхи 8 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкерчĕ. Хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçченĕсем конкурс витĕр тухса ирĕк çĕнсе илнĕ 3 объектра çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлассипе тимлеççĕ. Район территорийĕнчи тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăрасси те вĕсен кулленхи тĕп тивĕçĕ шутланать.

Ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева иртнĕ эрнекун районта сыснасем Африка чумипе сиенленнинчен условлă майпа хăтăлассин тĕлĕшĕпе командăпа штаб вĕренĕвне çỹллĕ шайра ирттерме пулăшнă яваплă службăсене тав тунине палăртрĕ.

Культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова районти предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсем хăйсен интернетри сайчĕсене мĕнле йĕркелесе пынине тишкерсе хакларĕ, кирлĕ сĕнỹсем пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика