27 сентября 2017 г.
Районта "Туризм эрни" малалла пырать.
Елчĕк ялĕнче çуран çỹрекен экскурсие пуçламăш классенче вĕренекенсем хаваспах хутшăннă. Район центрĕнчи культурăпа архитектура палăкĕсемпе кăсăкланса паллашнă вĕсем.
Ачасем Кируç купса лавккипе, унтан район больницинчи А.Буйновский çурчĕпе паллашнă. Кунта Елчĕк вĕренекенĕсем çумне Патреккелсем те хутшăннă. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче ачасене "Елчĕк районĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ" презентаципе паллаштарнă, музей ĕçченĕсем "Кĕрхи вернисаж" мастер-класс ирттернĕ.