27 сентября 2017 г.
Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумĕнчи "Березка" ача садĕнче тăрăшать Валентина Убасева воспитатель. Пĕрремĕш категориллĕ специалист шăпăрлансене тăван ачисене юратнă пек юратать. Пĕчĕкскерсем Валентина Ильинична çумĕнчех пулма тăрăшаççĕ, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет çепĕç чĕлхеллĕ педагог.
В.Убасеван педагогикăри ĕç стажĕ - 30 çул. Вăл шутран 15 çулне заведующи пулса ĕçленĕ. Аслă воспитатель коллективра пысăк хисепре. Ăна Калинин, Тябуков урамĕсенче пурăнакансем Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Шанăçа тỹрре кăларас тесе общество пурнăçĕнче хастар вăл. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать, шкул, хуçалăх чысне тĕрлĕ ăмăртусенче хỹтĕлет. Уйрăмах çуран чупма, волейболла выляма кăмăллать.
Сăнỹкерчĕкре: В.Убасева.