23 сентября 2017 г.
Коррупцие çĕнтермелли утăмсенчен пĕри - çак преступленин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси.
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕпе килĕшỹллĕн, ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. Уголовнăй яваплăха взятка виçине кура палăртаççĕ: ахаль виçе, пĕлтерĕшлĕ виçе, пысăк тата уйрăмах пысăк виçе.
Паянхи кун коррупци никĕсне хавшатма пулăшакан витĕмлĕ мел - тĕрлĕ пулăшу ĕçне электрон мелĕпе кỹресси. Çакă халăхпа чиновниксен хутшăнăвне май пур таран чакарать.