23 сентября 2017 г.
Сиенлĕ интернет-сайтсем çынсен ăс-тăнне хавшатас, психика çине япăх витĕм кỹрес, çынсене тĕрлĕ сектăсене явăçтарас тата ытти тĕллевсене мала хураççĕ. Вĕсен серепине çакланакансем терроризм е экстремизм çулĕ çине тăни паллă.
Экстремистла тата терроризмла ушкăнсем тỹрĕ çыхăнура тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хăйсен шухăшĕсене вĕсем ытларах социаллă сетьсем урлă сараççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисем интернетпа çыхăннă чух вĕсене асăрхасах тăмалла. Иккĕленỹллĕ сетьсене кĕни, палламан çынсемпе çыхăну тытни пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине кĕçĕннисен пĕлмеллех.
Л.ЕГОРОВА.