23 сентября 2017 г.
Республикăри наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ.
Сакăр уйăхра республикăра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 891 преступлени шута илнĕ, çав шутран 755-шĕ наркотик сутнипе çыхăннă.
Наркоманипе кĕршмелли чи витĕмлĕ мел - профилактика ĕçне вăйлатни, унăн серепине çакланнисене çийĕнчех тупса палăртни. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче тестсем ирттерессине йĕркелени ку енĕпе пурнăçланă курăмлă утăм. Тест йĕркелени çамрăксене инкекрен вăхăтра асăрхаттарма май парать.
Юлашки вăхăтра республикăра психотроплă хутăшсемпе усă курасси чакнине палăртнă ларура. Çапах та саккуна пăснă 177 тĕслĕхе тупса палăртнă, айăплисене явап тыттарнă.
"Мăкăнь" операци вăхăтĕнче кăçалхи 8 уйăхра чĕр тавартан наркотик хатĕрленĕшĕн 84 уголовнăй ĕç пуçарнă.
Н.БАЙДУГАНОВ,
уголовнăй шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ.