23 сентября 2017 г.
Районта пĕтĕм тĕнчери Туризм кунне халалланă эрне пысăк активлăхпа пуçланнă.
Çĕнĕ Пăва шкулĕ. "Хăвăн тăрăхна лайăх пĕл" тематика урокĕнче тăххăрмĕшсем тепĕр хут тăван ен, çутçанталăк илемне курса-туйса илнĕ, хăйсен тăрăхĕнче ỹсекен йывăç-курăксен, кăмпасен ячĕсене аса илнĕ. В.Ертмакова физкультура учителĕ вăрманта сиксе тухма пултаракан хăрушă лару-тăруран мĕнле çăлăнмаллине вĕрентнĕ.
Патреккел. 5 класра вĕренекенсем, С.Доброхотова класс ертỹçи ертсе пынипе, урок-экскурсинче пулнă. Малтанах учитель ачасене кĕскен Туризм кунĕн историйĕпе паллаштарнă. Унтан пурте Тĕпсĕр кỹлĕ патне çитсе килнĕ, унти тавралăхпа, вăл тăрăхра ỹсекен йывăçсемпе, ỹсен-тăрансемпе кăсăкланнă.
Кивĕ Эйпеç. Чи малтанах иккĕмĕш класра вĕренекенсем шкулти библиотекăра экскурсинче пулнă. "Хăвăн тăрăхна лайăх пĕл" тематика урокĕнче вĕсем тăван ял историйĕпе паллашнă, районти паллă çынсем çинчен пĕлнĕ. Улттăмĕшпе çиччĕмĕш классенче "Рюкзакпа тĕнче тăрăх" класс сехечĕ иртнĕ. Вĕренекенсем виртуаллă майпа Чăваш Енри паллă вырăнсене çитсе курнă.
Эрне тăршшĕпех кĕçĕн класра вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ çутçанталăк материалĕсенчен тĕрлĕ япаласем хатĕрлесе конкурса тăратаççĕ. Саккăрмĕшсемпе тăххăрмĕшсем "Чăваш Енри çутçанталăк" сăнỹкерчĕксен куравне хутшăнаççĕ.