20 сентября 2017 г.
"Социаллă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне мĕнле илмелле?" - шăпах çак темăпа Наци библиотекинче коммерциллĕ мар организацисен (НКО) валли семинар иртнĕ.
Чăваш Енре хальхи вăхăтра коммерципе çыхăнман 1372 организаци ĕçлет. Кăçал çакнашкал пĕрлешỹсем валли паракан Президент гранчĕсен пĕрремĕш конкурсне пирĕн республикăран 35 заявка тăратнă, 4 проект çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 4,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Президент гранчĕсен фончĕн генеральнăй директорĕ Илья Чукалин НКОсем валли иккĕмĕш конкурс пуçланнине, заявкăсене авăн уйăхĕн 29-мĕшĕччен йышăннине аса илтернĕ. Кăçал грантсем валли пĕтĕмпе 7 миллиард тенкĕ уйăрнă. И.Чукалин Чăваш Енре Раççей Президенчĕн грантне илекен НКОсен шучĕ ỹсессе шаннине пĕлтернĕ. "Эпир вырăна тухса йĕркелекен семинарсене лайăх, ырă, çутă пуçару нумаййипе палăрнă регионсенче ирттеретпĕр. Сирĕн республикăра та çĕнĕ те кăсăклă 4 проект кăна мар, вĕсем чылай ытларах", - тенĕ Илья Владимирович.