20 сентября 2017 г.
Елчĕк район прокуратури федерацин налук службин ĕçченĕсемпе тата Елчĕк район администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрлехи тĕрĕслев йĕркелесе районта ĕçлев саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
"Автотур" суту-илỹ çуртĕнче ирттернĕ тĕрĕслевре икĕ предприниматель Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 5.27 статйин 4 пайĕнче палăртнă йĕркесене пăснине тупса палăртнă.
Айăплисем тивĕçлипе явап тытĕç.
К.ЯНДИМИРКИНА,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи.