20 сентября 2017 г.
Халăхра саккунсăр майпа упранакан хĕç-пăшала тата çар хатĕрĕсене пуçтарасси çине шалти ĕçсен пайĕ çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать.
Вĕсене полици уйрăмне хăйсен ирĕкĕпе илсе пыракансене укçа-тенкĕпе хавхалантарассине те ĕçе кĕртнĕ. Право йĕркине пăсассине асăрхаттаракан муниципалитет программисемпе килĕшỹллĕн, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмне çак тĕллевпе 13000 тенкĕ уйăрнă.
Кăçал 3 çын хĕç-пăшала полици уйрăмне хăйсен ирĕкĕпе килсе панă, вĕсене 3591,95 тенкĕлĕх укçан хавхалантарнă.
Л.НИКИФОРОВА,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн сотрудникĕ.