16 сентября 2017 г.
2017 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче 11-14 сехетсенче Елчĕк районĕнчи прокуратура çуртĕнче (Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 10-мĕш çурт) Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ - юстицин аслă советникĕ Александр Иванович Григорьев федераци саккунĕсене мĕнле пăхăннипе çыхăннă ыйтусемпе халăха йышăнать.
Прокурор çумĕпе курнăçас текенсене маларах 2-50-05, 2-61-99, 2-54-53 номерсемпе шăнкăравласа çыхăнма ыйтатпăр.
В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ.