13 сентября 2017 г.
Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ Пĕрлехи сасăлав кунĕ пулнă - республика территорийĕнче хушма суйлавсем иртнĕ. Сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсем паллă ĕнтĕ.
Суйлавçăсем Чăваш Енре пĕтĕмпе Патшалăх Канашĕн, районсемпе хуласен пухăвĕсен тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен 70 мандачĕн хуçисем камсем пулассине палăртнă. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков палăртнă тăрăх "суйлав уççăн, конкурентлă никĕс çинче иртнĕ".
110 суйлав участокĕнче тĕрлĕ тытăмăн, партин 500 сăнавçи ĕçленĕ. Сасăлав кăтартăвĕсене илес пулсан, 70 мандатран 69-шне "Единая Россия" представителĕсем илнĕ.
Александр Цветков шучĕпе, ку сасăлав çитес çулхи Президент суйлавĕ умĕнхи "тренировка" пулнă, вăл ăнăçлă иртнĕ.