13 сентября 2017 г.
А.В.Игнатьев ячĕллĕ "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем ГТО нормативĕсене панă.
Пĕчĕкех мар коллективри арçынсемпе хĕрарăмсем 2 тата 3 çухрăма, 100 метра чупассипе, тăршшĕне сикессипе, спорт снарядне ывăттассипе, тĕл перессипе, шывра ишессипе... тупăшнă. Тест кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр ГТО паллисене тивĕçнĕ.