06 сентября 2017 г.
Хĕрлĕçырти çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлсан Тăрмăшсемпе Хĕрлĕçырсем питĕ савăнчĕç. Çапла пулмасăр, тахçантанпах кĕтнĕ-çке ăна. Халĕ çутă та хăтлă ФАПра пĕрремĕш пулăшу илме мĕнпур майсем çителĕклĕ. Районти врачсем килсен те чирлисене йышăнма меллĕ. В.Горшкова педиатрпа В.Лапшина терапевт графикпа килсе çỹреççĕ.
ФАПра Лилия Осипова фельдшер тăрăшать. Кунта çулталăк кăна ĕçлет-ха вăл. Çапах кĕске вăхăтрах çепĕç чĕлхипе, ĕçе юратса пурнăçланипе палăрать. Л.Унгарова санитарка та хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать.
- Çĕнĕ ФАПра ĕçлес кăмăл çав тери пысăк, - тет фельдшерица кăмăллăн.
Сăнỹкерчĕкре: В.Горшкова педиатрпа Л.Осипова фельдшерица.