26 августа 2017 г.
Çемьери пуç çĕклейми йывăр хуйхăсене пула юн пусăмĕ тăрук пысăк хăпарса кайрĕ. Пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн Елчĕкри тĕп больницăн терапи уйрăмне сипленме вырттарчĕç. Унта мана А.Г.Васильева терапевт тухтăр сăнаса, сиплесе тăчĕ. Алина Геннадьевна чăннипех те хăйĕн ĕçне чăн пĕлекен, ăслă, çав вăхăтрах ырă кăмăллă та ăшпиллĕ тухтăр. Унăн ăсталăхне, ăнăçлă сиплевне пула 10 кунран сывалса тухрăм, килте сипленме те кирлĕ сĕнỹсем, эмелсем çырса пачĕ вăл. Хисеплĕ тухтăрăмăр, Сирĕн ăсталăхăр, ырă кăмăлăр нихăçан та ан иксĕлтĕр. Чĕререн пуç тайса тав тăватăп Сире, чирлисене нумай-нумай çул сыватма Турă хăвăра та çирĕп сывлăх патăр. Çавăн пекех терапи уйрăмĕнчи мĕнпур ĕçчене - медсестрасене, санитаркăсене, столовăй ĕçченĕсене эмелпе те, ырă сăмахпа та сипленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Çирĕп сывлăх, телей, çăмăл мар, анчах пархатарлă та сăваплă ĕçĕрте ăнăçусем анчах пулччăр сирĕн, сăваплă професси ĕçченĕсем.
Курнавăш ялĕнчи Валентина МЯСНИКОВА.