02 сентября 2017 г.
Ырă çынсем пулнăран пурнăç савăк та илемлĕ. Чылай чухне вĕсем пире юнашар пулнипех хавхалантараççĕ, пурăнма вăй-хал хушаççĕ.
Маргарита Павловна Кузьминыхăн ырă ячĕ республикăра анчах мар, Раççейре те сарăлнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн ăна çак кунсенче "Раççей Федерацийĕн социаллă пулăшăвăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса чысланă.
Маргарита Павловна чылай çул инвалидсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, вĕсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе пархатарлă ĕç пурнăçлать, районсемпе хуласенчи инвалидсен пĕрлĕхĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Маргарита Павловна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ĕçне хутшăнса инвалидсене тата общество организацийĕсене пырса тивекен нормативлă тата право акчĕсене, саккунсене çĕнетес енĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас ĕçре активлăхпа палăрать. Вăл ертсе пынипе юлашки 5 çул хушшинче социаллă 11 проект пурнăçа кĕнĕ, пурĕ 750 инвалида тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ.
Инвалид нуши М.Кузьминыхшăн ют мар, вăхăтĕнче вăл хăй те 2 çул утаймасăр ларнă.