02 сентября 2017 г.
Ачасемпе çамрăксене экстремизм тата терроризм серепине çакланасран асăрхас тĕллевпе йĕркелекен акцие авăн уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче ирттерĕç.
Вĕсене "Кандагар", "Личный номер", "Код апокалипсиса", "Всадник по имени смерть", "Олимпиус инферно" фильмсене кăтартĕç. Терроризма хирĕçле кинолентăпа Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă тата Йĕпреç районĕсенче пурăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа паллаштарĕç. Республикăн Культура министерствин пресс службинчен пĕлтернĕ тăрăх, фильм пуçланиччен специалистсем экстремизмпа терроризм пирки каласа кăтартĕç. "Мĕн вăл терроризм?" видеоролик кăтартĕç.