02 сентября 2017 г.
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 665 ача вĕренет. Вĕсене вĕри апат çитерес тесе Светлана Шапошникова поварпа ăна пулăшаканĕ Екатерина Безрученко тăрăшаççĕ. Апата техĕмлĕ те тутлă пĕçереççĕ хăйсен профессине чунтан парăннăскерсем.
"Ĕçне кура - хисепĕ", - тенĕрен вĕсем шкул ачисенчен кăна мар, вĕрентекенсенчен те куллен ăшă сăмахсем илтеççĕ. Шкула хăнана килекенсем те поварсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Вĕсем сĕтеле ресторантинчен кая мар сервировка тăваççĕ. Менюна эрнесерен çĕнетсех тăраççĕ. Ытларах вĕренекенсем кăмăллакан апат-çимĕç хатĕрлеççĕ.
Учительсен августри конференцийĕнче Светлана Николаевна Елчĕк район администрацийĕн, Екатерина Александровна район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
В.КИРИЛЛОВА сăнỹкерчĕкĕнче: С.Шапошниковăпа Е.Безрученко.