30 августа 2017 г.
"Победа" ОООра уй-хир ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пуçтарса кĕртес тесе çанă тавăрса ĕçлерĕç.
Тăрăшни сая каймарĕ: вырмана районта чи малтан вĕçлерĕмĕр. 530 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ çĕрте Иван Овечкинпа Станислав Елисеев комбайнерсем вăй хучĕç. Маттур механизаторсем хăйсене шанса панă, хальхи йышши çĕнĕ комбайнсене тухăçлă, пĕр тикĕс ĕçлеттерчĕç. Тухăç та савăнтарать: 1 гектартан 31 центнер тырă туса илтĕмĕр. Владимир Козловпа Иван Носов комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарчĕç. Йĕтем çинчи мĕнпур ĕçе Алексей Баринов йĕркелесе тăчĕ.
Хальхи вăхăтра Анатолий Алексеевпа Анатолий Сорокин трактористсем 250 гектар кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Александр Кошельков тракториста вара кĕрхи тулă акма шантăмăр. Механизаторсем умри тивĕçе лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа ĕç те кал-кал пырать.
Н.ГОЛОВИН,
хуçалăх ертỹçи.