30 августа 2017 г.
Тĕрĕслев витĕр тухнă
Районти шкул ачисене тĕрлĕ ялсенчен 13 автобус турттарать.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн шкул автобусĕсене тĕплĕ тĕрĕслев витĕр кăларнă. Юсавлă автобуссемпе вĕренекенсем тулли кăмăлпа çула тухĕç.
Уй-хирте - агитбригадăсем
Хресчен ĕçне сума суса, вĕсене хавхалантарас тесе культура çурчĕсем çумĕнчи агитбригадăсем йĕтемсем çине çитеççĕ.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Шуçăм", Патреккелĕнчи "Çилçунат" агитбригадăсем, Тỹскелĕнчи "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ çĕр ĕçченĕсем патĕнче пулса илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.
Сăваплă ĕç тỹлевсĕр те мар
Чăваш Енре 4,2 пин хисеплĕ донор пурăнать.
Пирĕн районта та çак сăваплă ĕçе кăмăлтан хутшăнаççĕ. Районта "Раççей хисеплĕ донорĕсем" ята тивĕçнисем 106 çын. Вĕсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Санаторипе курорта кайма çăммăллăхлă путевкăсемпе тивĕçтерет, донор хăйне кирлĕ чухне отпуск, çавăн пекех çулталăкне пĕр хутчен 13041 тенкĕ те 14 пус тỹлев илет.