26 августа 2017 г.
Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкри тата ялсенчи почта çыхăну уйрăмĕсенче "Клиент кунĕ" иртнĕ. Районта пурăнакансем çак кун 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн районта тата республикăра тухса тăракан тĕрлĕ издани çырăннă.
Галина Баранова специалист пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн "Елчĕк ен" хаçата паянхи кун тĕлне 32 экземпляр çырăнма ĕлкĕрнĕ.
Сăнỹкерчĕкре: "Клиент кунĕнче" Галина Баранова Алевтина Осиповăна (Исемпел) "Елчĕк ен" хаçат çырăнтарнă самант.