26 августа 2017 г.
Работниксене ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтересси - ĕç параканăн тĕп тивĕçĕ.
Çапах та ĕçлекенсен ĕçлев прависене пăсакан ертỹçĕсем тĕл пулаççĕ-ха. Чылай чухне ĕç паракансем налук тỹлессинчен пăрăнса ĕç укçине "конвертпа" парассине ĕçе кĕртнĕ.
Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе Елчĕк район прокуратуринче "хĕрỹ лини" ĕçлет. Ĕçлев саккунĕсене пăснă тĕслĕхсем пулсан граждансене 2-59-05 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр (хыпарсене пĕлтерекенсен хушамачĕсемпе ячĕсене вăрттăнлăхра упрăпăр).
К.ЯНДИМИРКИНА,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи.