26 августа 2017 г.
Чăваш Енри студентсем коррупци пирки мĕн шухăшланине тата çак киревсĕр пулăма мĕнле йышăннине тĕпчес тĕллевпе ыйтăм ирттернĕ.
Ыйтăма хутшăннисен 69 проценчĕ "Коррупци - должноçри çынсем шанса панă полномочисемпе тата правасемпе хăйсене пайта илес тĕллевпе усă курни" тесе шухăшлать.
Респондентсен шухăшĕпе, усал пулăма тупса палăртассин йывăрлăхĕсем çаксем: граждансен сỹрĕклĕхĕ - 31 процент, кунашкал ĕçсене вăрттăн тума тăрăшни - 26 процент, саккунсем тỹррĕн пурнăçланассине ĕненменни - 22 процент, должноçри çынсем тавăрасран хăрани - 19 процент, общество коррупципе кĕрешесси пирки шухăшламанни - 13 процент, уйрăм çын менталитечĕ - 11 процент.
Ыйтăма хутшăннисен 38 проценчĕ çакнашкал преступленисене тупса палăртассин кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕллевпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттерсе унăн право пĕлĕвне пысăклатма сĕннĕ. 37 проценчĕ ку усалпа кĕрешме тата ăна тупса палăртма ертỹлĕхĕн çирĕп политики кирлине палăртнă.