19 августа 2017 г.
"А/ф "Нива" ООО анлă уй-хирĕсенче ир пуçласа мĕн каçчен хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать.
Николай Гладков ертсе пыракан хуçалăхра çамрăксем нумай ĕçленине курсан тĕлĕнтĕм те. Ара, паянхи хăш-пĕр çамрăк тăтăшах ялсенче хăйсене валли ĕç çук тесе калаçать, кунта вара комбайнпа та, автомашинăпа та, тракторпа та çамрăксем тăрăшаççĕ. Пĕринчен тепри маттур, яваплăха туяççĕ.
Акă, Дмитрий Пайминпа Алексей Светопольский комбайнерсем хăйсене шанса панă техникăна лайăх пĕлеççĕ, вĕсене тухăçлă ĕçлеттерес тесе ăнтăлаççĕ. Дмитрий Веселинпа Сергей Димитриев водительсем урпана йĕтем çине турттараççĕ. Хавхаланса, ăмăртса ĕçлеççĕ туссем.
- Мĕн çитĕнтернине кар тăрса пỹлмесене кĕртесчĕ. Çанталăкĕ кăна пире майлă пултăрччĕ, - теççĕ тыр-пул пухса кĕртекенсем.
Çанталăк çумăрлă тăнăран урпа уйĕ çумлăрах, çавна май унăн улăмĕ выльăхсене валли питĕ паха апат.
- Урпа улăмне тюкласа ял халăхне парасшăн, - пĕлтерет Николай Григорьевич.
Уй-хирте комбайн, автомашина сасси кĕрлесе тăрать пулсан, нумай çул ỹсекен курăксен анинче те трактор шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Кунти 25 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăкăн лаптăкне пăсса Алексей Мамуткин тракторист суха тăвать.
Вырма кунсерен вăй илсе пытăр тесе çамрăксем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ.
- Тăван хуçалăхра эпир тулли кăмăлпа вăй хуратпăр, - теççĕ çамрăксем.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăнỹкерчĕкре: Д.Веселин водитель, Д.Паймин комбайнер, С.Димитриев водитель.