Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федераци çăмăллăхçисене - саплаштару укçи

19 августа 2017 г.

Чăваш Республикин 2015 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 68 номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн, 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм категорири граждансене (вăрçăра пулнă тата сусăрланнă салтаксемпе вĕсен арăмĕсене тата вĕсен çемйисене,1,2,3-мĕш ушкăнри инвалидсене, ачаран сусăрланнă çынсене, Чернобыльти аварие тата ытти инкек-синкеке пĕтерме хутшăннă çынсене тата вĕсен çемйисене) пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тивекен тăкаксен 50 процентне укçан саплаштарса параççĕ.

Саплаштару укçине Раççей Федерацийĕн "Ветерансем çинчен", "Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтересси çинчен" тата "Чернобылецсем çинчен" саккунĕсенчи нормативсем тăрăх тỹлеççĕ. Унăн хакĕ коммуналлă тăкаксене, çуртăн калăпăшне тата çуртра миçен регистрациленнине кура коммуналлă пулăшупа усă курмалли нормативсем тăрăх шутланать.

Тĕслĕхрен, инвалид хăйĕн çуртĕнче арăмĕпе тата ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Çуртăн пурăнмалли калăпăшĕ 47 тăваткал метрпа танлашать. Ака уйăхĕнче çемье электроэнергишĕн 500 тенкĕ, çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн 2500 тенкĕ тỹленĕ пулсан, саплаштару укçине çапларах шутлаççĕ.

Электроэнергипе усă курнăшăн. Виçĕ çын пурăнмалли нормативăн хакĕ: 47 тăваткал метр х 3 çын х 2,09 тенкĕ = 294,69 тенкĕ. Çемьен электроэнергишĕн тỹленĕ тăкак нормативран ытларах (500 тенкĕ). Саплаштару укçи 49,12 тенкĕпе танлашать (294,69 тенкĕ : 3 çын х 50 процент = 49,12 тенкĕ).

Çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн. Çурта хутса ăшăтмалли норматив: 20 кубла метр х 47 тăваткал метр = 470 кубла метр. Йăлара усă курнăшăн: 20 тăваткал метр х 3 çын = 60 кубла метр. Пурĕ: 470 + 60 + 530 кубла метр х 5,17 тенкĕ = 2740,10 тенкĕ. Ака уйăхĕнче çемье 483 кубла метр газшăн 2500 тенкĕ тỹленĕ. Çакă нормативран иртсе каймасть. Саплаштару укçин газшăн тивекен пайĕ 416, 67 тенкĕпе танлашать (2500 тенкĕ : 3 çын х 50 процент = 416,67 тенкĕ).

Пурĕ электроэнергипе газшăн тỹленекен саплаштару укçи 465,79 тенкĕпе танлашать (49,12 + 416,67 = 465,79). Çак укçана социаллă хỹтлĕх пайĕ инвалидсене çу уйăхĕнче саплаштарса панă.

Тĕслĕхрен, çемьере чире пула сусăрланнă 18 тултарман ача пурăнсан, саплаштару укçине ачапа пурăнакан ашшĕ-амăшĕшĕн, аппăшĕпе йăмăкĕшĕн тата пиччĕшĕпе шăллĕшĕн те тỹлеççĕ.

Çакна палăртса хăвармалла, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 215 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн электроэнергипе усă курмалли нормативсем 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа улшăннă. Çỹлерех асăннă саплаштару укçине илес тесен, çĕнĕрен çăмăллăхçăсен шутне кĕнĕ граждансен районти халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен пайне çакăн евĕр документсем тăратмалла: паспорт тата СНИЛС копийĕсем, коммуналлă тăкаксемшĕн юлашки уйăхра тỹленĕ квитанцисен копийĕсем, çуртра е хваттерте миçен пурăннине çирĕплетекен справка (выписка), пурăнакан çуртăн е хваттерĕн докуменчĕн копийĕ.

Саплаштару укçине социаллă хỹтлĕх пайĕ заявление тата документсене йышăннăранпа 15 кунран кая юлмасăр компенсаци палăртасси çинчен йышăну кăларать. Саплаштару укçине çăмăллăхçă коммуналлă тăкаксемшĕн укçа тỹленĕ хыççăн тепĕр уйăхран управляющи компанисем панă кăтартусем тăрăх шутласа параççĕ. Çак тăкаксемшĕн çăмăллăхçă укçине тỹлемен пулсан, саплаштару укçи те тивĕçмест.

Гражданин халĕччен уйăхри укçа тỹлевне тивĕçнĕ пулсан, компенсацие вăл малтанхи йĕркепех почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче е кредит учрежденийĕнче - илсе тăрать.

Инвалида тухнă тапхăр вĕçленнипе çак тапхăра тепĕр хут тăстарнă пулсан, инвалид справкин копине социаллă хỹтлĕх пайне илсе килмелле. Унсăрăн эпир ăна саплаштару укçине шутласа параймастпăр.

Çăмăллăхçă пурăнакан вырăна улăштарнă тата çакăн çинчен халăха пулăшу паракан социаллă хỹтлĕх пайне пĕлтермен пулсан, асăннă службăна гражданинăн çĕнĕ çĕрте регистрацие тăнине çирĕплетекен документпа, çав çуртри е хваттерти коммуналлă пулăшушăн тỹленĕ квитанцийĕсемпе, çурт докуменчĕпе тата миçе çын пурăннине çирĕплетекен справкăпа пымалла. Çапла тумасан ăна компенсаци тивĕçмест.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тỹлевĕн тăкакĕсене саплаштарассипе çыхăннă ыйтусем пулсан социаллă хỹтлĕх пайне 2-50-11 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

А.БОРИСОВА,
Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн тĕп эксперт специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика