16 августа 2017 г.
Раççей çулĕсем çинче çулсеренех нумай ача вилет, чылайăшĕ аманать.
Хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ - аслисен тимсĕрлĕхĕнче тата ачасем çул-çỹрев правилисене пăхăнманнинче е пĕлменнинче.
Район территорийĕнче ачасем хутшăннипе кăçал 3 авари пулнă. Пĕр аваринче амăшĕпе ачи, иккĕшĕнче пĕрер ача аманнă. ДТПсем аслисен тимсĕр-лĕхне пула пулнă.
Пĕр тĕслĕх çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Çурт умне вăхăтлăха чарса хунă УАЗ автомашинăн борчĕ çинче çамрăк ача вылянă, вăйă вăхăтĕнче вăл борт çинчи вĕренĕн пĕр вĕçне автомашинăн кустăрми тĕлне ỹкернĕ. Аслашшĕ, мăнукĕ борт çинче вылянине тĕшмĕртменскер, автомашинăна хускатса малалла уттарма тапратнă. Вĕренĕн пĕр вĕçĕ кустăрмаран çакланнă, тепĕр вĕçĕ ача урисем çинче йăваланса икĕ урине те хуçнă. Çак инкек ытти водительсемшĕн урок пултăр. Руль умне лариччен автомашинăна тĕплĕн тĕрĕслесе çаврăнмаллине асрах тытар.
Патшалăх автоинспекцийĕ водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма, алăра рульсăр пуçне хăйĕн тата ыттисен те пурнăçĕ пулнине асра тытма сĕнет.
П.РУБЦОВ,
ГИБДД сотрудникĕ.