09 августа 2017 г.
Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канаш хулинче гемодиализ центрĕн уйрăмĕ ĕçлесе кайнă. Ăна хула кунне уявланă май савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
Пỹре чирĕпе аптракансен юнне тасатмалли май унччен Шупашкарти "Б.Браун Авитум Руссланд Клиникс" обществăн амбулатори центрĕнче тата Республикăри клиника больницин гемодиализ уйрăмĕнче пулнă. Канашра гемодиализ центрĕ уçни Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Елчĕк, Канаш районĕсенче тата Канашпа Çĕмĕрле хулисенче пурăнакансемшĕн меллĕ тесе пĕлтернĕччĕ маларах республикăн Сывлăх сыхлав министерствинче.
Сывлăх сиплев учрежденийĕ хальлĕхе - 12 вырăнлă. Малтанхи тапхăрта унта кунсерен 20-е яхăн пациента йышăнасшăн, кайран виçĕ хут ытларах çынна пулăшма тытăнасшăн.