09 августа 2017 г.
2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексне 264.1 номерлĕ хушма статья кĕртнĕччĕ.
Хушма статья маларах ỹсĕрле руль умне ларнăшăн е должноçри уполномоченнăй çыннăн водитель ỹсĕр е ỹсĕр маррине палăртма медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма сĕнекен саккунла ыйтăвне хирĕçленĕшĕн административлă майпа айăпланнă, е Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 264 статйин 2-мĕш, 4-мĕш, тата 6-мĕш статйисемпе айăпланнă водителе пырса тивет. Енчен те çакăн евĕр гражданин руль умне тепĕр хут ỹсĕр ларчĕ пулсан, саккун ăна çирĕпрех айăплать: штраф виçи 200 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕпе танлашать, е айăпçăна 3 çул таран палăртнă ĕçпе е должноçра ĕçлеме чарса 480 сехет обязательнăй майпа ĕçлеттерме, е 3 çул таран палăртнă ĕçпе, 2 çул таран палăртнă должноçра ĕçлеме чарса хистесе ĕçлеттерме, е 3 çул таран палăртнă ĕçпе е должноçра ĕçлеме чарса 2 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.
В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ.