09 августа 2017 г.
Федерацин "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунне ĕçлеме пăрахнă пенсионерсене индексацие шута илнĕ пенси памалли тапхăра чакарма ирĕк паракан улшăнусем кĕртнĕ.
Асăннă документ çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çĕнĕ нормăсемпе килĕшỹллĕн, пенсие ĕçрен кайнă хыççăн тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнченех тулли виçепе памалла тăваççĕ. Индексациленĕ суммăна вăл тăваттăмĕш уйăхра çеç илет, анчах та малтанхи виçĕ уйăхри хушма тỹлевпе пĕрле.
Индексацие шута илсе палăртнă пенсие хальхи вăхăтра ĕçрен кайнă хыççăнхи виçĕ уйăхшăн тỹлемеççĕ.