09 августа 2017 г.
Елчĕк район прокуратури "Кирпич" ОООра пулса ĕç сыхлавĕ çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче прокуратура ĕçченĕсем ертỹçĕ кунти работниксене уйрăм хỹтĕлев хатĕрĕсемпе - ятарлă костюмсемпе, хỹтĕлев каскисемпе, пушмакпа тата алса тулĕпе тивĕçтерменнине тупса палăртнă. Пĕрлĕх ертỹçине йĕркене пăхăнманшăн асăрхаттарнă, унсăр пуçне Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 5.27.1 статйин 4 пайĕпе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă, 20000 тенкĕ штраф тỹлемелле тунă.
Район прокуратури çурла уйăхĕнче "Кирпич" ОООра тепĕр хут тĕрĕслевпе пулать.
К.ЯНДИМИРКИНА,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи.