05 августа 2017 г.
Космонавт ячĕпе
Кăçалхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Андриян Николаев космонавт тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 55 çул çитет.
Çавна май çак кун Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă мероприяти йĕркелеме палăртнă. Унта Андриян Николаевăн хĕрĕ Алена Андрияновна, çавăн пекех Павел Поповичăн хĕрĕсем Оксана Павловнăпа Наталия Павловна çемйисемпе хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне Раççей Геройĕ Николай Бударин, СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Муса Манаров тата ытти космонавт та пулĕç. Çак кунах Андриян Николаев палăкĕсен умне чечек çыххисем хурĕç, Шуршăлта савăнăçлă митинг иртмелле.
Иккĕмĕш вырăна тухнă
Федерацин Атăлçи округĕнчи "Гвардеец-1" çарпа спорт лагерĕнчен Чăваш Ен команди иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăннă.
Çамрăк армеецсемпе çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тĕл пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ гвардеецсене çитĕнỹпе саламланă.
Кăçал çарпа спорт лагерьне Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче йĕркеленĕ. Унта икĕ сменăра Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ регионтан 700 ача канса сывлăхне çирĕплетнĕ. Вĕсем çар пурнăçĕпе паллашнă, спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртнă.
Пĕрремĕш вырăна Пермь крайĕн команди тухнă, виççĕмĕшне вара - Мари Эл команди.
"Ỹсĕр водитель"
ятпа республика çул-йĕрĕсем çинче рейд иртнĕ. Çавна май йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем дружинниксемпе пĕрле Чăваш Енĕн мĕнпур районĕнче дежурствăсем йĕркеленĕ.
Рейд пынă кунсенче Чăваш Енре руль умне эрех ĕçсе ларнă 2 водитель авари тунине тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕри - пирĕн районта пулнă: ирех алкогольпе минренĕ арçын ВАЗ-2114 автомашинине пăхăнтараймасăр çул айккине сикнĕ. Аварире никам та сиенленмен.