05 августа 2017 г.
Ĕçлекенсене ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтересси - ĕç параканăн тĕп тивĕçĕ.
Çапах та работниксен ĕçлев прависене пăсакан ертỹçĕсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем налук тỹлессинчен пăрăнса ĕç укçине "конвертпа" парассине ĕçе кĕртнĕ. Йĕркене пăснă çакăн евĕр тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе Елчĕк район прокуратури ялхуçалăх предприятийĕсенче, автомашина юсакан мастерскойсенче, лавккасенче тĕрĕслевсем ирттернĕ май ĕçлекенсене "сăрă ĕç укçи" паракан 5 ертỹçĕне тупса палăртнă. Вĕсен тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарса 5 пинрен пуçласа 10 пин таран штраф тỹлеттернĕ.
Тĕслĕхрен, "Нива" агрофирма" ОООра вăхăтлăх ĕçрен кайнă заправщик вырăнне документсем çирĕплетмесĕрех ĕçе илнĕ гражданина ĕç укçине çур çула яхăн "конвертпа" парса тăнă. Саккуна пăхăнман ертỹçĕне асăрхаттарма тата ĕçченпе ĕç килĕшĕвĕ çырассинчен пăрăннăшăн Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 5.27 статйин 4 пайĕпе килĕшỹллĕн ĕç пуçарма тивнĕ.
К.ЯНДИМИРКИНА,
район прокурорĕн пулăшуçи.