05 августа 2017 г.
Елчĕк енĕ ĕмĕрех тĕрлĕ ĕçре палăрнă паллă çынсемпе пуян пулнă. Çакă пире савăнтарать çеç мар, мăнаçлантарать те. Çав вăхăтрах вĕсен кун-çулĕ çинчен тата тĕплĕнрех те ытларах пĕлес килет. Ман шутпа, кашни çыннăн хамăр районти паллă çынсем тăван ен историйĕнче ырă йĕр хăварнине пĕлмеллех. Уйрăмах пĕр ялта çуралса ỹснĕ сумлă, паллă çынсем çинчен.
Кам пĕлмест-ха Ворошилов ячĕллĕ тата "Победа" колхозра тĕрлĕ вăхăтра ĕçлесе чапа тухнă ĕçченсене, Социализмла Ĕç Геройĕсене? Вĕсем: Евлалия Ивановна Васильева (Муркаш районĕнче çуралса ỹснĕ) агроном, Василий Васильевич Зайцев колхоз председателĕ, Георгий Иванович Емельянов бригадир, Матрена Дмитриевна Лаврентьева звеньевой, Иван Алексеевич Михайловский бригадир, Александра Егоровна Петрова звеньевой, Василий Григорьевич Свеклов колхоз председателĕ. Вĕсем районти Ĕç Мухтавĕн Кĕнекине çырăнма тивĕç пулнă.
Хальхинче Гаврил Федорович Алюнов çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма кăмăлăм пысăк.
1905-1907 çулсенчи революци чăвашсем хушшинче наци юхăмне аталантарма май панă. Ăна чăваш интеллигенцийĕн çамрăкĕсем ертсе пынă. Вĕсенчен пĕри - Гавриил Федорович Алюнов (1909 çулччен Федоров). Çĕнйĕркелу тапхăрĕччен ăна "националист" тесе хакланă, ятне те сайра асăннă, аса илсен те "Совет влаçĕпе революци тăшманĕ" тесе хакланă.
Вăл - питĕ тарăн пĕлỹллĕ революционер, хăйне пĕлекенсем хакланипе, питĕ талантлăскер. Пĕтĕм пурнăçне тăван халăхĕн телейлĕ пурнăçĕшĕн кĕрешме хывнă, пурлăхпа карьерăшăн çунман. Вăл тăван халăхăн лайăх пурнăçĕшĕн нумай кĕрешнĕ, хăйĕн ентешĕсене шутсăр юратнă, чăвашсене малта пыракан наци шайне çитерме ĕмĕтленнĕ. Тăван халăха ытти халăхсемпе тан тăвасшăн пулнă. Тĕрĕс пурнăçшăн кĕрешсе ссылкăна та, тĕрмене те лекнĕ.
Гавриил Федорович 1876 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе пуш уйăхĕн 10-мĕшĕ) Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Патăръел вулăсĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче (хальхи Елчĕк районĕ) хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ хуçалăха лайăх тытса пынă. Вăл 1890-1891 çулсенче ял старости те пулнă.
1888 çулта Патăръел вулăсĕнчи Туçари пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан (Аслă Пăла Тимешри шкула 1886 çулта çеç уçнă) Кавĕрле икĕ çул килте пурăннă, ашшĕпе амăшне хуçалăхри ĕçсене тума вăй çитнĕ таран пулăшнă.
1890 çулта Кавĕрле Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсене хатĕрлекен шкула кĕнĕ. Ăна Чĕмпĕрти кĕпĕрне земстви кашни çулах стипенди парса тăнă. Пилĕк çул вĕренсен Кавĕрле пуçламăш шкул вĕрентекенĕ пулса тăнă. Унăн свидетельствинче вунă предметпа "5", пĕр предметпа (ỹкерессипе тата черченипе) кăна "4" паллăсем. Тата гимнастикăпа столяр ĕçне вĕреннĕ тесе çырнă.
Чĕмпĕр шкулĕн инспекторĕ И.Я.Яковлев çамрăк вĕрентекене кунтах пĕрремĕш класра вырăс чĕлхи вĕрентме хăварать. Хусан округ пуçлăхне "Федоров вырăс чĕлхине çав тери лайăх пĕлет, питĕ пултаруллăскер тата тăрăшса ĕçлет", - тесе хыпарлать.
Вĕренỹ çулĕ вĕçленсен Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпỹ уесĕнчи Тăвай ялне (халĕ район центрĕ) ĕçлеме куçса каять.
1896 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче И.Я.Яковлев Хусан вĕренỹ округне: "Федоров иртнĕ 1895-1896 вĕренỹ çулĕнче уроксене ăнăçлă ирттерчĕ, анчах та çемье сăлтавне пула малалла шкултах ĕçлеме кăмăл тумарĕ", - тесе çырнă.
Тăвайĕнче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн Г.Федоров Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕн 4 класне вĕренме кĕнĕ. Кунта акă мĕн хушса каламалла: 1893 çулта Синод Чĕмпĕр архиерейне кашни çулах Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕн 4 класне виçĕ чăваш çамрăкне вĕренме илме хушнă. "Çав ачасен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухсан ялти шкулта икĕ çултан кая мар ĕçлемелле, вĕсене семинарие вĕренме И.Я.Яковлев сĕнỹ çырса парсан тин илмелле", - тенĕ Синод.
Семинарире вĕренекенсем чăваш шкулĕнче апатланнă, унтах пурăннă. Вĕсене вĕренес енĕпе çăмăллăх панă: авалхи (грек, латин) тата çĕнĕ чĕлхесене (акăлчанла, французла, нимĕçле) вĕрентмен. Семинарире Г.Федоров В.Архангельский вĕрентекенпе çывăхланать, каярахпа унпа туслашсах каять. Архангельский Кавĕрлене ирĕк памасăр пичетленĕ кĕнекесемпе паллаштарнă, политика ыйтăвĕсемпе калаçса унăн тĕнчекурăмне анлăлатнă тата тарăнлатнă. Кавĕрле революционер пулса тăнинче Архангельскин тỹпи пысăк.
1900 çулта семинарие 1-мĕш разрядпа ("5" паллăсемпе кăна) вĕренсе пĕтерсен Г.Федоров Самара уесĕнчи Иваново ялĕнче земство шкулĕнче вĕрентме тытăннă. Çав çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче унăн амăшĕ Елизавета Федоровна вилнĕ. Кавĕрле ăна пытарма та каяйман.
Асăннă ялта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Кавĕрле аслă шкула - Ярославль хулинчи Демидов юридици лицейне - вĕренме кĕнĕ. Ун чухне вăл 26 çул тултарнă.
1905 çулта Г.Федоров студент Чĕмпĕре каять. Унпа тĕл пулни çинчен Д.П.Петров (Юман) 1925 çулта пичетленнĕ "1905-мĕш çул" кĕнекинче çапла çырнă: "Астăватăп, 1905 çул, çу вăхăчĕ, хулара митингсем пыраççĕ, эпир шкулта эртелпе кĕнекесем куçарса аппаланатпăр. Çеркей Хĕветĕрĕ Павел апостола куçарать, эпĕ псалтир тỹрлететĕп, хулара Алюн Кавĕрлине тĕл пултăм та вăл çапла калать: "Ку пĕтĕмпех мăшкăл, мĕн ĕçлетĕр эсир? Халĕ Библи мар, Марксăн "Капиталне" чăвашла куçармалла", - тет.
Ярославльте вĕреннĕ вăхăтра Г.Ф.Федоров эсерсен партине кĕрет. Лицейри юлташĕсемпе пĕрле Г.Ф.Федоров 1905 çулхи кĕркунне революци юхăмне хастар хутшăннă. 1905 çулта демонстрацире Федорова амантаççĕ. 1907 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Ярославльти жандарм управленийĕн пуçлăхĕ Хусанти жандармсене пĕлтернĕ тăрăх, "Федоров студент 1905 çулхи чỹк-раштав уйăхĕсенче Ярославль хулинчи фабрикăра ĕçлекенсене агитациленĕ". Хăйне арестлесе хупса лартасран çăлăнас тесе 4-мĕш, юлашки курсра вĕренекенскер, вăхăтлăха отпуск илсе тăван ялне тухса каять. Ашшĕ патĕнче пĕр вăхăт пурăнсан Хусана каять, унта учительсен семинарийĕнче надзирательте (воспитательте) ĕçлет.
Г.Ф.Федоров эсерсен "Волжский вестник" хаçатне ĕçлеме вырнаçать те редакци секретарĕнче ĕçлет, хăй те статьясем çырать. Малтанхи статйисене Г.Федоров "Серый", "Серый чувашин", "Серый крестьянин", "Симбиряк" псевдонимсемпе кăларнă. Каярахпа вара ялан Алюн Кевĕрли тесе алă пуснă. (Алюн - Федоровсен йăхĕнчи авалхи хĕрарăм ячĕ). "Волжский вестник" хаçатра Г.Ф.Федоров хăйне тĕрмене хупса лартиччен 14 статья пичетленĕ. Вĕсенче ун чухне пурне те интереслентерекен политика ыйтăвĕсене, Пăва уесĕнчи чăваш тата тутар хресченĕсем еплерех пурăннине, тĕрлĕ событисем çине мĕнле пăхнине çутатнă тата ытти те. Политика статйисенче патшалăхпа политика ертỹçисене Столыпина, Гучкова, реакци юхăмĕсене (Михаил архангел союзне, вырăс халăх союзне) тишкернĕ.
Т.Н.Николаевпа (Хурипе) Г.Ф.Федоров Чĕмпĕрте чăваш вĕрентекенĕсен съездне ирттерме оргкомитет йĕркелеççĕ. Унта Хусан, Чĕмпĕр, Ĕпхỹ, Самар кĕпĕрнисенчен 50 вĕрентекен-делегат килнĕ. Съезд Чĕмпĕр çывăхĕнче иртнĕ. Вăл чăваш вĕрентекенĕсен организацине тума йышăнать. Ăна "Кружок по образованию чуваш" ят параççĕ. Съезд çапла йышăнать: "Чăвашсене çутта кăларакан кружок" парти организацийĕ мар, вăл - професси союзĕ, Раççейри учительсен союзĕн филиалĕ. Г.Федорова çак наци организацийĕн комитет председательне суйлаççĕ.
Çурлан 16-мĕшĕнче полици Алюнова миравай судьяра ĕçленĕ Куприянов хваттерĕнчи вăрттăн пухăва пырсан тытса чарать. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче унăн хваттерне ухтараççĕ.
Раштавăн 8-мĕшĕнче Г.Ф.Федоров кĕпĕрнен жандарм управленине çывăх вăхăтра хăйпе курнăçмашкăн ашшĕ Федор Алексеевич Алексеев тата кумĕ Дмитрий Степанович Степанов килмелле тесе пĕлтерет, иккĕшĕ те чăвашла калаçма пĕлеççĕ тет. "Вĕсем инçетрен (120 çухрăмран) лашасемпе килнине шута илсе тата мана Хусантан кăларса ярас пулсан эпĕ вĕсемпе текех курнăçайман пирки иккĕшне те манпа икĕ хутран кая мар тĕл пулма ирĕк парăр, кашни курнăçу пĕр сехетрен кая мар пултăр", - тесе çырать. Хусан округ сучĕн прокурорĕ унăн ыйтăвне тивĕçтерет.
Г.Федорова Хусантан конвойпа 1907 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче илсе кайнă. Тюмень хулинчи тĕрмене çитсен хăйне Березовский уесне ссылкăна ăсатасса кĕтсе ларнă чухне ентеше акă мĕн пĕлтереççĕ: ссылкăна чикĕ леш енне, Германие, пурăнма кăларса янипе улăштарнă. Çакна Ярославльти Демидов лицейĕнчи профессорсен совечĕ Халăха вĕрентес ĕç министрĕнчен Г.Федоров хутне кĕрсе ыйтнипе тунă мĕн. Çапла пирĕн ентеш Берлина çитет. Г.Ф.Федоров Германинчи ссылкăра виçĕ çул пурăнма ниепле те пултарайман, унăн укçа пулман. Çапла вара вăл вăхăт иртмесĕрех Раççее вăрттăн килме шухăшланă. Юлташĕсем ăна суя паспорт туса панă. Эсерсен Чĕмпĕрти комитетĕнче Д.П.Петров (Юман) таса паспорт илнĕ, унта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Карсун уесĕнчи Березники ялĕнчи Софрон Яковлевич Соколов хресченĕн хушаматне çырса хунă. Çак паспорта Петров Берлина ярса панă.
1907 çулхи çу уйăхĕнче Г.Ф.Федоров Раççее вăрттăн таврăнать. Кăшт вăхăт иртсен Хусана çитет. Жандармсем ун йĕрĕ çине тухаççĕ, ăна сăнама тытăнаççĕ. Тусĕсем пулăшнипе вăл пĕр хресчен ячĕпе паспорт тутарать те Самарта пурăнма пуçлать. Унтан Гельсингфорс хулине (халĕ Хельсинки) вăрттăн тухса кайма тивнĕ. 1909 çулхи раштав уйăхĕнче виçĕ çулхи ссылка вĕçленнĕ май Г.Ф.Федоров Ярославле таврăннă. Кунта ăна Алюнов хушаматпа паспорт панă.
1910 çулта Г.Ф.Алюнов лицейран вĕренсе тухать. Ярославльте адвокат пулăшуçинче, каярахпа адвокатра ĕçлет.
1917 çулта вăл Хусана куçса килет. Чỹк уйăхĕнче ăна Учредитель пухăвĕн депутатне суйлаççĕ. Вăл чăваш нацийĕпе кĕрешỹ юхăмĕн мĕнпур паллă событийĕсене хутшăннă, чăвашсене ертсе пынă çĕрте чи авторитетлă çын пулнă.
Граждан вăрçи пуçлансан 1918 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Хусана кĕтмен çĕртен чехсем ярса илнĕ. Г.Алюнов Хусан кĕпĕрни тăрăх Самарти Учредитель пухăвĕн Комитет членĕн ятарлă уполномоченнăйĕн помощникĕн постне йышăннă. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар Хусана ирĕке кăларнă, шуррисем чакса пынă. Вĕсемпе пĕрле Алюнов та тухса кайнă.
1920 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Тобольскра арестленĕ те Уфана илсе кайнă. Унтан Хусан тĕрмине куçарнă. Вăл 1921 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче вилнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тобольскра Г.Ф.Алюновăн хĕр çуралнă. Хĕрпĕрчин амăшĕ - Елена Константиновна Константинова (1895-1974) Хусанта йĕркеленнĕ Чăваш совет театрĕн артисчĕ пулнă. Вĕсем Хусантан Тобольска кайнă чухне çул çинче пĕрлешеççĕ. Елена Константиновна каярах Шупашкарти К.В.Иванов урамĕнчи поликлиникăра медицина сестри пулса ĕçленĕ. 1974 çулта вилнĕ. Унăн хĕрĕ - Елизавета Ивановна (ашшĕ ятне амăшĕн иккĕмĕш упăшкин ятне панă) Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. Вăл 1994 çулта вилнĕ. Николай ывăлĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электрификаци факультетне пĕтернĕ.
(Статьяна "Советская Чувашия" хаçатри Г.Александровăн "Кто он, Гавриил Алюнов?" тата "Хыпар" хаçатри Илле Ивановăн ĕçĕсене, Г.Александровăн 2002 çулта тухнă "Чувашские интеллигенты" кĕнекине тĕпе хурса çырнă).
В.ПЛОТНИКОВ,
истори учителĕ.