05 августа 2017 г.
Пĕлỹ кунĕ умĕн кашни çулах Елчĕк-ри халăха пулăшу паракан центр "Ачана шкула хатĕрле" акци ирттерессине ырă йăлана кĕртнĕ.
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртнĕ май ачасем те ỹссе пыраççĕ. Пăхатăн та - ывăл-хĕрĕн тумтирĕ, атă-пушмакĕ пĕчĕкленсе кайнă. Тухса пăрахас - шалккă, алă çĕкленмест. Вĕсем кивелме те ĕлкĕреймен-çке. Çавăнпа та центр ырă кăмăллă çынсене çак акцие хутшăнма чĕнет те. Йывăр лару-тăрура çитĕнекен ачана кĕпе-тумтир те, шкул, спорт формисем те, портфельсем те ытлашши пулмĕç. Вĕсемсĕр пуçне кăранташ-ручка та, ытти сăрăсем... те кирлĕ.
Сăваплă ĕçе хутшăнас текенсене социаллă пулăшу центрĕнче кĕтетпĕр. Сирĕн пулăшăвăра эпир нушаллă пурăнакан çемьесене çитерĕпĕр. Ачасене савăнăç кỹни ырăпах таврăннине асра тытар.
З.ОРЛОВА.