02 августа 2017 г.
Хальхи вăхăтра Курнавăшри культура çуртĕнче, вăтам шкулта хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Шкул пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн модернизацийĕн республикăри программине хутшăннă. Çак тĕллевпе "Строй-Инекс" ООО рабочийĕсем спортзала çĕнетнĕ çĕрте çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасене хăтлă, илемлĕ, чи кирли - хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăннă спортзал кĕтет. Унта юсав ĕçĕсем ирттерме 1 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.
Культработниксем вара хăйсен вăйĕпех культура керменĕн тулаш енчи стенисене илем кĕртеççĕ.