02 августа 2017 г.
Чăваш Республикинче коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн тивекен тỹлев кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 3,9 процент ỹснĕ. Çавăн пекех ăна Раççей Правительствин йышăнăвĕпе Чăваш Енре тата 2,3 процент таран хăпартма пултараççĕ.
Пĕтĕмĕшле 6,2 процента вара вырăнти хăйтытăмлăх органĕн йышăнăвĕпе çеç (вĕсене ыйтăва хăйсем тĕллĕн татса пама ирĕк парсан) çирĕплетме май пулать.
Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе Чăваш Енри 276 муниципаллă пĕрлĕхре комуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн çирĕплетнĕ тỹлев 4,4, пиллĕкĕшĕнче 6,2 процент, вунпиллĕкĕшĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи индексран та çỹлерех.
Вулакана пĕлме
Халăха социаллă пулăшу парас тĕллевпе республика бюджетĕнчен граждансене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн субсиди параççĕ. Енчен те çемьен коммуналлă тивĕçтерỹшĕн тỹлев виçи пĕтĕмĕшле тупăшăн 22 процентĕнчен иртсен, тỹлеве патшалăх саплаштарать. Çакăн валли кирлĕ хутсем çеç хатĕрлемелле.
Çĕнĕ тарифсем
Ĕçмелли шывшăн: МУП "Чистое село" 1 кубла метршăн - 29,71 тенкĕ (маларах 28,62 тенкĕ пулнă);
Электроэнергишĕн: 1 киловатт сехетшĕн - 2,18 тенкĕ (маларах 2,09 тенкĕ пулнă);
Хула условийĕсенче пурăнакансемшĕн: 1 киловатт сехетшĕн - 3,1 тенкĕ (маларах 2,98 тенкĕ пулнă);
Газшăн: 1 кубла метршăн: 5,3 тенкĕ (маларах 5,1 тенкĕ пулнă).