02 августа 2017 г.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă "О внесении изменений в Федеральный закон "Об оружии" 151 номерлĕ тата "О внесении изменений в статью 333.33 части второй налогового кодекса Российской Федерации" 145 номерлĕ саккунĕсем 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ.
Саккунсен пуххине кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшỹллĕн, курава тăратмалли тата коллекци пуххине кĕрекен хĕç-пăшала туянма е упрама ирĕк паракан лицензие малашне усă курас срокне палăртмасăрах параççĕ. Хĕç-пăшал тата патронсем илме ирĕк паракан лицензисен вăйра тăракан вăхăчĕ малтанхи пекех 6 уйăхпа танлашать. Çĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн, пăшала тĕрĕслемелле персе пăхас тивĕçе малашне 5 çулта мар, 15 çулта пĕрре пурнăçламалла.
Хĕç-пăшала, патронсене туянма тата вĕсене упрама, илсе çỹреме, турттарма ирĕк паракан лицензисене илнĕ чухнехи тỹлеве патшалăх пошлинипе улăштарнă. Малашне хĕç-пăшала туянма - 2000, ăна упрама, вăйра тăракан вăхăтне тăсма, илсе çỹреме ирĕк илме 500 тенкĕ патшалăх пошлини тỹлемелле пулать.
Полици сотрудникĕсем граждансене хĕç-пăшалпа усă курма, вĕсене туянма е упрама, илсе çỹреме ирĕк паракан лицензисене вăхăтра илме тата тăстарма, хĕç-пăшалпа усă курас тата упрас йĕркесене çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ.
Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пỹлессипе çыхăннă витĕмлĕ мелсенчен пĕри - уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсене право хурал органĕсенче укçалла йышăнассине ĕçе кĕртни. Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшỹллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран та хăтараççĕ.
Л.НИКИФОРОВА,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн сотрудникĕ.