02 августа 2017 г.
"Халăх инвентаризацийĕ" акципе килĕшỹллĕн Елчĕк районĕнче усă курман авариллĕ объектсене тупса палăртас ĕç малалла пырать.
Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне куçман пурлăхăн 26 объектне çаврăнăша кĕртнĕ (çакă тупса палăртнă объектсен 54,18 проценчĕ). Çак шутран 3 объектпа еткерлĕх ĕçĕ уçнă, 2-шĕ тĕлĕшĕпе еткерлĕхе куçарас тĕллевпе еткерçисем документсем пуçтарнă, хуçасăр 2 объектăн докуменчĕсене суда çитернĕ, 9-шĕ тĕлĕшпе тавăç заявленийĕ хатĕрленĕ.
Аса илтеретпĕр, Елчĕк район администрацийĕн сайтĕнче хуçасăр çуртсемпе пай çĕрĕсене тупса палăртас ĕçе халăха та хутшăнтарас тĕллевпе "Хĕрỹ лини" ĕçлет. Çавна май граждансене çакăн евĕр объектсем пирки 8 (83549) 2-57-30, 2-53-61 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
М.ПАВЛОВА.