02 августа 2017 г.
Çуллахи кунсенче чылайăшĕ çутçанталăкпа киленме юратать. Анчах вăрман-çаранра асăрханулăх çинчен манса каймалла мар.
Кăçал республикăра çĕлен сăхнипе больницăна 11 çын пынă, вĕсенчен иккĕшĕ - ачасем.
Иртнĕ кунсенче Патăрьел районĕнчи пĕр ялта 3 çулхи ачана хура çĕлен сăхнă. Ку инкек пахчара пулнă. Юрать, ашшĕ-амăшĕ пепкине çĕлен тапăннине вăхăтра курнă. Ăна çийĕнчех район больницине илсе кайнă. Тухтăрсем тĕрĕсленĕ хыççăн ăна хула больницине ăсатнă. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан 80 çулхи хĕрарăма та çĕлен сăхнăран Патăрьел район больницин реанимаци уйрăмне илсе çитернĕ.
Е.ЕГОРОВА.