29 июля 2017 г.
Ĕнер - июлĕн 28-мĕшĕнче ирхи кỹлĕм Елчĕкре Чăваш Республикин Правительствин агропромышленность комплексĕн, апат-çимĕç рынокĕн конъюктурин улшăнăвĕсене сăнас тата оперативлă хаклас ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин коллегийĕн вырăна тухса ирттерекен пĕрлехи ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Елчĕке пысăк йышпа (пурĕ 150 çын) килсе çитнĕ ушкăна район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кĕтсе илчĕç. Республика шайĕнчи мероприятин пĕлтерĕшĕ анлă, республика Пуçлăхĕ палăртнă пекех, ялхуçалăхĕнчи ĕçе йĕркелесе пырасси кирек хăш вăхăтра та чи çивĕч ыйтусен шутĕнче пулнă. Михаил Игнатьев кăçалхи çанталăк условийĕ ял çынни умне кăларса тăратнă йывăрлăхсем пирки чарăнса тăчĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшакан ялхуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсемпе фермерсем выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннăранпах, тăтăшла çумăр лỹшкентернине пула, пысăк чăрмавсемпе тĕл пулчĕç. Халĕ вара пурне те тыр-пул шăпи пăшăрхантарать, çанталăка пулах кăçал вырма ĕçĕсене пикенес ĕç те виçĕ эрне каярах юлать. Уй-хире тухсан çанталăк мĕнле пуласса та пĕлместпĕр. Ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннисем пирĕн районти лару-тăрăва витĕр пĕлсе тăраççĕ: республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, Елчĕксен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи пысăк лаптăкран (пурĕ 22000 гектар) пухса кĕртмелле.
Михаил Игнатьев: "Тухăç мĕнлерех пуласси паллă. Тырă выртнă лаптăксем сахал мар, çавăнпа тĕш тырă енĕпе çухатусем пулма пултараççĕ. Апла пулин те пирĕн кирек епле йывăрлăха та татса пама пĕлмелле, ĕçе туллин пурнăçлассишĕн пĕрлехи вăйпа çине тăрса ĕçлемелле", - терĕ. Тăпрара нỹрĕк ытлашшипех пулнăран тĕш тырра тĕрлĕ чир-чĕр çулăхать, анасене çумкурăк пусса илет. Çакна шута илсе вĕсене выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă курмалла. Михаил Васильевич çанталăк условийĕсене пăхмасăр, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма пахалăхлă апат никĕсĕ хывса хăварма республикăри аграрисене чĕнсе каларĕ. Унпа пĕрлех, ĕнерхи кунран - июлĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çутçанталăкри хăрушă пулăма тĕл пулнине, тыр-пула çăлса хăварас тĕллевпе Чăваш Республикин территорийĕнче чрезвычайлă йĕрке туса хурасси пирки хушу кăларни çинчен пĕлтерчĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Сергей Артамонов агропромышленность комплексĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсем тата малашнехи тĕллевсем пирки чарăнса тăчĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, çак тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ялхуçалăх продукцийĕсене ытларах (101,5 процент) туса илнĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур категорири хуçалăхсенче 202,8 пин пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 92,7 пин пуç сăвăнакан ĕне, 149,2 пин пуç сысна шутланнă. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче акнă лаптăксем 554 пин гектар йышăннă. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 297,1 пин, сахăр кăшманĕ -1,5 пин, çĕр улми 29,6 пин, пахча çимĕç - 461 пин гектар. 2017 çулта агропромышленность комплексне аталантарма патшалăх енчен пулăшас тĕллевпе 2,3 миллиард тенкĕ укçа уйăрма палăртнă...
Ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене хăйсен ĕçне йĕркелеме тата малалла аталантарма патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ пулăшу парасси, укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни тата 2018 çулхи тĕллевсем çинчен ялхуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева чарăнса тăчĕ.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кăçалхи уй-хир ĕçĕсем тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă май çакна палăртса каларĕ:
- Районти ялхуçалăх тĕллевлĕ 50371 гектар çĕр лаптăкĕн 73 процентне ялхуçалăх предприятийĕсене, 14 процентне хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, 13 процентне уйрăм хушма хуçалăха аталантарма çирĕплетсе панă, пĕтĕм лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Ялхуçалăх отрасльне аталантарассипе Елчĕк районĕ республикăра та ялан малтисен ретĕнче. 2016 çулта, куллен тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнмасăр, уй-хиртен 60600 тонна, 2011-2015 çулхисемпе танлаштарсан, 45,2 процент ытларах тыр-пул пухса кĕртме пултартăмăр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен чи лайăх вăрлăхĕсемпе, минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе пĕлсе усă курни, пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелеме пĕлни, уй-хирти ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ йышши техникăсене хутăштарни пысăк çитĕнỹсен тĕп вăрттăнлăхĕ тесе шутлатăп.
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче ялхуçалăх предприятийĕсем пурĕ 493 миллион тенкĕлĕх, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 1068 пин тенкĕлĕх ялхуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. Çапла майпа районти 16 ялхуçалăх предприятийĕ те кăçалхи пĕрремĕш çур çула 107, 5 миллион тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ. Ялхуçалăх отрасльне ăнăçлă аталантарма пулăшаканни - патшалăх енчен хавхалантарни. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе 55 объекта, çав шутран 12-шне 2016 çулта çĕнĕрен тунă е вĕсенче реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. Кăçал тата 12 инвестици проектне (пурĕ 350 миллион тенкĕлĕх) ĕçе кĕртме палăртатпăр.
Çак тапхăрта ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕне выльăхсен пĕтĕмĕшле хисепне 4,2 процент ỹстернĕ. Хальхи вăхăтра районти фермăсенче 10200 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 3606 пуç сăвăнакан ĕне, 8910 пуç сысна шутланать.
Машинăпа трактор паркĕсене çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе пуянлатасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр...
...Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев май пулнипе усă курса ялхуçалăх тытăмĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Слава картофелю" агрофирма" ОООн генеральнăй директорĕн вăрлăх туса илес енĕпе ĕçлекен çумне - Алексей Селиванова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята парса чыс турĕ. Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн агропромышленность комплексĕнче нумай çул пархатарлă ĕçленĕшĕн "Комбайн" ЯХПК водительне Алексей Васильева, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Зинаида Долгова пăру пăхакана, "Рассвет" ЯХПКри Валерий Сергеев механизатора РФ ялхуçалăх Министерствин Тав çырăвĕсемпе, Комсомольски районĕнчи "Заря" ялхуçалăх предприятийĕн председательне Владимир Макарова Чăваш Республикин ялхуçалăх Министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕ.
...Кăнтăрла умĕн ĕçлĕ ушкăн "Комбайн" ялхуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче иртекен вырма умĕнхи республика шайĕнчи канашлăва хутшăнчĕ. Çакăн пирки хаçатăн юнкунхи номерĕнче тĕплĕнрех каласа кăтартăпăр.
Светлана АРХИПОВА.
ХАКЛАВ
Петр ИВАНТАЕВ, АПК ветеранĕсен республикăри канашĕн председателĕ:
- Кăçал анчах мар, ытти çулсенче те ял çынни умĕнче йывăрлăхсем нумай пулнă. Апла пулин те вĕсем хăйсен çирĕп кăмăл-туйăмне, чăтăмлăхне пула лару-тăруран тухмалли майсене шыраса тупнă. Хальхинче те çапла пуласса шанатпăр.
Çĕр ĕçченĕн çитес çулхи тыр-пул никĕсне хывса хăварассишĕн те паянах шутлама тытăнмалла. Ку çанталăкра ялхуçалăх организацийĕсене пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе хăварма та çăмăл мар. Çак сăлтава пула кĕркуннехи, çуркуннехи ака ĕçĕсене пурнăçлассинче пысăк йывăрлăхсем тухса тăма пултараççĕ.