29 июля 2017 г.
Ветеранпа тĕл пулнă
Фронтра тăшманпа хаяррăн çапăçнă, тылра ырми-канми ĕçленĕ ветерансен йышĕ çулран-çул чакса пырать.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 18 вăрçă ветеранĕ, 577 тыл ĕçченĕ, 105 салтак арăмĕ пурăнни паллă.
Аслă Елчĕк ялĕнче паянхи кун пĕртен-пĕр фронтовик - пичет тата педагогика ветеранĕ Петр Алексеевич Печков анчах тăрса юлнă. Вăл кăçал 95 çул тултарать. Çак кунсенче ун патĕнче "Чувашия" ГТРК работникĕсем пулнă. Телевидени ĕçченĕсем ветеранăн ĕнерхи тата паянхи кун-çулĕпе кăсăкланнă.
"Шанăç телефонĕ" ĕçлет
Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл çывăх вăхăтра йăлтах сирĕлесси иккĕленỹллĕ. Çапах та унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кỹрет.
Граждансен саккунла интересĕсене тата прависене хỹтĕлес тĕллевпе Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ "Шанăç телефонĕ" йĕркеленĕ. Росреестр тытăмĕнчи тата унăн ведомствинчи организацисенче коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхасан халăх "Шанăç телефонĕ" çине 8 (8352) 62-41-02, 8 (495) 917-38-25 номерсемпе шăнкăравлама пултарать.
Шанчăк парнелеççĕ
Социаллă ĕçченсем хỹтлĕх кĕтекенсене шанчăк тата тĕрев параççĕ, чун-чĕре ăшшине парнелесе ватăсене малашлăхра хăйсене шанчăклăн туйма хавхалантараççĕ.
Ватăсемпе инвалидсене, йывăр лару-тăрури çемьесене хăвăрт та вăхăтлă пулăшу парас тĕллевпе Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем мобильлĕ пулăшу тĕсĕпе анлăн усă кураççĕ. Çак кунсенче вĕсем Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ ялсенче пулса пĕччен пурăнакан ватăсемпе, инвалидсемпе, нумай ачаллă тата ăнăçсăр çемьесемпе курнăçнă.
Тăван тăрăхра - хăнара
Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче час-часах тĕрлĕ вырăнтан килнĕ хăнасем пулаççĕ.
Çак кунсенче кунта Елчĕк хĕрĕ пулнă, халĕ Стамбулта пурăнакан Надежда Джавид (Мышкина) хăйĕн Жасмин тата Саид ачисемпе пулнă.
1994 çулта Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнă Надежда И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. 1995 çулта "Чăваш пики" конкурсра çĕнтернĕ пултаруллă пике. Университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă хĕр "Чувашия" ГТРКра, Çĕнĕ Шупашкарта журналистра ĕçленĕ хыççăн пĕлĕвне малалла ỹстерес тĕллевпе Стамбулти патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1999 çултанпа хăйĕн çемйипе Стамбулта пурăнать.
Йĕркене пăхăнччăр
Полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн профилактика учетĕнче паянхи кун 16 ача, ăнăçсăр 12 çемье (вĕсенче пурĕ 26 ача çитĕнет) учетра тăраççĕ.
Çемьесемпе ачасене тĕрĕслесе тăрас, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашас тĕллевпе полици ĕçченĕсем çулсеренех темиçе тапхăрпа тĕрлĕ акцисем йĕркелеççĕ. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче районта "Подросток", ун хыççăн "Условник" операцисем иртеççĕ.
Рейдсем вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан çемьесенче пулаççĕ, вĕсенче çитĕнекен ачасемпе тата "йывăр" ачасемпе уйрăммăн курнăçаççĕ.
Çирĕп ỹт-пỹре çирĕп кăмăл-туйăм
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин тухтăрĕсем республикăри ĕçтешĕсемпе çуллахи спартакиадăра тĕл пулнă.
Елчĕксем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса пысăк кăтартусемпе палăрайман пулсан та чи кирли - сывă пурнăç йĕркине тытса пыни. Çирĕп ỹт-пỹре кăмăл-туйăм та çирĕппине палăртса хальхи вăхăтра коллектив ГТО нормисене пама хатĕрленет.