29 июля 2017 г.
Район хаçачĕ пурнăç уттипе тан утать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршыв, политикăри лару-тăру улшăннă вăхăтри пулăм хаçатра пичетленекен информаци-статьясенче те уçăмлăн палăрнă
1992 çул
Ĕçсĕррисем миçен?
Раççей çĕршывĕнчи ытти тăрăхри пекех, пирĕн районта та ĕçсĕррисен йышĕ хутшăнсах пырать. Халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен районти бюро пуçлăхĕ Н.Петров пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне 11 çын ĕç шырать. Официаллă йĕркепе 2 çынна ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕрне ятарлă пособи тỹлеме тытăннă.
Февралĕн 15-мĕшĕ.
Пушмак туянма çитĕ-ши?
Хутăш страховани срокĕ тухнă хыççăн пĕлĕшĕм Госстрах уйрăмĕнчен 1 пин тенкĕ укçа илнĕ. Анчах пĕртте савăнăçлă мар.
- Пилĕк çул хушшинчи ĕç укçинчен катса, уйăхсерен 17-шер тенкĕ тỹлесе тăтăм, - тет вăл. - 2-3 çул каялла пин тенкĕпе ураран пуçласа пуçа тăхăнмалли таран туянма пулатчĕ. Халĕ вара урана пĕр мăшăр пушмак илме çитессе те шанмастăп. Ĕç укçинчен катса, 5 çул хушши Госстраха тỹлесе, укçана çилпе вĕçтертĕм.
Февралĕн 22-мĕшĕ.
Сахăрлă пулăпăр-ши?
Кондитер изделийĕсем, вăл шутра сахăр чи сумлă тавар пулнинчен тĕлĕнместпĕр халĕ. Районта пурăнакансем списокпа параканскере февраль уйăхĕнче те илеймен.
Районти ялхуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районти колхозсем сахăр песукĕ тума 110 гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ акса ỹстерме палăртаççĕ. Ăна Пăва хулинчи (Тутар ССРĕ) сахăр заводне леçеççĕ. Хатĕр продукципе чĕртавар хатĕрлесе панă хуçалăхсене тивĕçтереççĕ.
Мартăн 11-мĕшĕ.
Çиме çук - мрамор саратпăр
"Богатые тоже плачут" телефильма курса, чылайăшĕ унти пекех хитре, пуян, тулăх пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленет пулĕ. Райпо правленийĕ те хăй вырнаçнă çурта хитре сăн кĕртме шутланă. Нумаях пулмасть çуртăн урайне мрамор плита сарса пĕтернĕ. Халĕ кунта таса мар атă-пушмакпа ура ярса пусма та именмелле. Райпо правленийĕ çак ĕçе пурнăçлама çур миллион тенкĕ тăкакланă, укçине Чăвашпотребсоюз уйăрса панă,теççĕ.
Район центрĕнче тахçантанпах пасар çук. Киввине пăснă, çĕннине пиллĕкмĕш çул тăваççĕ. Халĕ укçа çуккипе вăл ĕç те чарăнса ларнă. Чăвашпотребсоюз правленийĕн, тен, ун валли те укçа-тенкĕ тупăнать?
Апрелĕн 15-мĕшĕ.
"Жигули" юсакан участок уçăлнă
Районти юсавпа техника предприятийĕнче "Жигули" юсакан участок уçăлнă. Предприяти кирек мĕнле юсава та пысăк пахалăхпа пурнăçлама шантарать.
Рынок пурнăçа нумай çĕнĕлĕхсем кĕртет. Пуçаруллă, малашлăха курма пĕлекенсем йывăрлăхран тухма, пысăк ỹсĕмсем тума пултараççĕ халĕ.
Майăн 30-мĕшĕ.
Укçа вырăнне
Райпо магазинĕсене тавар туянма каяс тетĕр пулсан хăвăрпа пĕрле вак укçа та чиксе тухма ан манăр. Паллах, вăл сирĕн халиччен сыхланса юлнă пулсан. Вăл та тупăнмасан кулянма кирлĕ мар. Халăх сучĕ çывăхĕнчи апат-çимĕç магазинĕнчи, универмагри сутуçăсем сире тавăрса памалли вак укçа вырăнне туххăмрах пулă чĕркеме усă куракан сарăхнă хут çине "чек" çырса параççĕ. Ăна, тĕпрен илсен, пĕр тенкĕ таран çыраççĕ. Темиçе кун хушшинче пуçтарăннă чекпа кирек хăçан та çак магазинта чи йỹнĕ тавар туянма пулать. Комисси магазинĕнче вара тавăрса памалли вак укçа вырăнне сире хĕвелçаврăнăш сĕнеççĕ. Ку ăнăçлăрах меслет, теççĕ тавар туянакансем.
Н.АЛЕКСЕЕВ. Июнĕн 24-мĕшĕ.
"Илем" маркипе
Елчĕкри "Илем" йăла çуртĕнче ĕçлекенсем çĕнĕ модельпе хĕрарăмсем валли юбкăсем, арçынсем валли кĕпесем çĕлеççĕ. Тата илĕртỹллĕреххи - юбкăсемпе кĕпесем çине хăйсен ятарлă паллине - "Илем" тесе шăрçалани. Тĕрлĕрен тĕслĕ çипсемпе çакăн пек илемлетсе çырнă юбкăсемпе кĕпесене ытларах çамрăксем килĕштереççĕ, туххăмрах туянса пĕтереççĕ. Хакĕ те тивĕçтерет.
С.АРХИПОВА. Июлĕн 11-мĕшĕ.