29 июля 2017 г.
Краснодар хулинче "Единая Россия" партин "Городская среда" форумĕ иртнĕ. Унта Раççей Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев, Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Мень тата Раççей регионĕсенчи 1000 ытла делегат хутшăннă.
Форума хутшăннисем çĕршыв хулисен обществăлла хутлăхĕсене тирпейлĕхре тытас ыйту тавра калаçу пуçарнă.
Чăваш Енрен форума Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.
Чăваш Ен делегацийĕ чи малтанах "Современные общественные пространства", "Благоустройство малых городов", "Комфортный двор" темăсемпе иртнĕ дискусси площадкисене хутшăннă. Ун хыççăн Алексей Ладыков форумăн пленарлă ларăвĕнче "Комфортный дом" дискусси площадкин ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки каласа кăтартнă, "Чăваш Енре "Городская среда" проектпа килĕшỹллĕн пурнăçлакан ĕç опычĕпе паллаштарнă, асăннă проект халăха картиш территорине хăйĕн пурлăхĕ евĕр йышăнса тирпейлесе пăхса тăма хавхалантарнине палăртнă. Дмитрий Медведев премьер-министр çак проект пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Дмитрий Анатольевич çĕршыв правительстви Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерствипе Строительство министерствине Раççей хулисен аталанăвĕн 2025 çулчченхи стратегине хатĕрлеме хушу парасси пирки те хыпарланă.
Форумра ытти çивĕч ыйтусене те хускатнă.