Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм пуррипе пурнăç илемлĕ

29 июля 2017 г.


Пирĕн справка

1927 çулхи октябрь уйăхĕнче ВКП(б) Кĕçĕн Елчĕк райкомĕн аппарачĕн тытăмĕнче районти хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленнĕ. Ăна Агапия Васильевна Мухина ертсе пынă. Çав çулах ялсенче хĕрарăмсен ушкăнĕсем йĕркеленме пуçланă. Активистсем хĕрарăмсем хушшинче воспитани, культурăпа спорт ĕçĕсем ирттернĕ. Каярахпа хĕрарăмсен юхăмĕ обществăлла майпа йĕркеленсе пынă.

1960 çулсенче Чăваш Ен территорийĕнче пур çĕрте те хĕрарăмсен канашĕсем йĕркеленнĕ. Районти хĕрарăмсен пĕрремĕш конференцийĕнче канаша ертсе пыма тĕп больницăри Е.С.Сергеева врача суйланă. Вăл пуçарнипе районта, республикăра чи малтан, амăшĕсен шкулĕ ĕçлеме пуçланă.

1970-1990 çулсенче çак çăмăл мар лава КПСС райкомĕн секретарĕ К.М.Леонтьева туртса пынă. 1990-2003 çулсенче тилхепе Федераци казначействин Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи Н.Л.Борисова çине куçнă. 2003 çулхи конференцире районти активист-хĕрарăмсем хăйсен ертỹçи пулма Е.Н.Михайловăна суйланă.

Тĕрлĕ çулсенче канаш ĕçĕнче К.А.Семенова (Патреккел), К.С.Доброхотова (Тăрăм), Р.А.Григорьева (Кармал, Элпуç), О.Г.Миронова (Таяпа Энтри), Г.Ф.Кириллова (Çуткỹл, Вырăскасси), Н.С.Теллина (Кавал), Н.И.Захарова (Кавал), Г.Ф.Хасянова (Сăрьел), М.В.Ястребова (Акчел) тата ыттисем те пысăк тăрăшулăх кăтартнă.


Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан пулĕ. Вĕсем паян ĕçри пысăк ăсталăхне тата яваплăхне шанчăклăн çирĕплетсе тĕрлĕ сферăра пуçарулăх кăтартнине, тĕрлĕ çитĕнỹсем тунине пурте курса, пĕлсе тăратпăр. Хĕрарăмсем районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕнче пысăк активлăх кăтартаççĕ. Районти хĕрарăмсен президиумĕнче 13 хастар çын. Вĕсемсĕр пуçне кашни ял тăрăхĕнчех хĕрарăмсен канашĕсем ĕçлеççĕ. Пире пурне те пĕр тĕллев - пĕр-пĕрин шухăшне шута илсе пурнăçа кĕртесси пĕрлештерсе тăрать. Ахальтен мар çемье управçисем кашни виçĕ уйăхра пĕрле пухăнса канашлусем, тĕлпулусем ирттеретпĕр. Ялсенчи библиотекăсемпе культура çурчĕсенче çемье, хĕрарăм клубĕсем туллин ĕçлеççĕ. Пушă вăхăтпа усă курса аннесемпе аппасем, йăмăксем чуна килĕшекен ĕçĕсемпе йăпанаççĕ: алĕçĕ тăваççĕ, çĕнĕ юрăсем вĕренеççĕ, çамрăк мăшăрсене çемье тилхепи тытса пырас тĕлĕшпе ырă сĕнỹ-канаш пама та ỹркенсе тăмаççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унччен кашни çулах, юлашки вăхăтра икĕ çулта пĕрре иртекен мероприятие пысăк ушкăнпа хутшăннине палăртмалла. Ку чухне ял тăрăхĕсенчи, организацисенчи хĕрарăмсен коллективĕсем хастар. Уйрăмах Курнавăш, Елчĕк ял тăрăхĕсенчи, район администрацийĕнчи, районти тĕп больницăри пикесем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнласа тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çавăн пекех ял хĕрарăмĕсем "Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче" те, "Наци кросĕнче" те хастарлăхпа палăраççĕ. Республикăри "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонĕнчен те пăрăнмаççĕ. Ырă çынсен чун-чĕре ăшшипе пулăшăвĕ йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çемьесене, эрех-сăра тыткăнне çакланнă хĕрарăмсене, тăлăхсемпе сусăрсене пурнăç пăтăрмахĕсенчен шанчăклăн хỹтĕлесе тăрассине те тĕп вырăна хуратпăр.

Кăçал районта республикăри хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленĕ "Наци тата культура йăли-йĕркисене амăшĕнчен - хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парса хăварасси" проектпа килĕшỹллĕн куçса çỹрекен курав иртрĕ. Мероприятие хĕрарăмсен республикăри союзĕн ертỹçи Ольга Зайцева, союз çумĕнчи ыркăмăллăх фончĕн ертỹçи Лариса Игнатьева хутшăнни, районти активистсене Раççей хĕрарăмĕсен союзĕн Хисеп грамотисемпе чыслани хăйне евĕрлĕ паллă пулăм пулчĕ. Халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас ĕçре культура ĕçченĕсемпе учительсен тỹпи пысăк. Вĕсенчен чылайăшĕ ялсенчи хĕрарăмсен канашĕн членĕсем.

Районти хĕрарăмсен канашĕ ялсенчи ытти обществăлла организацисемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлет. Амăшĕпе ашшĕн ят-сумне ỹстерессипе, çемьесене çирĕплетессипе, калăпăр, 50 çул е тата ытларах пĕрле пурăнакан çемьесене чысласси, çемье фестивалĕсене, конкурсĕсене ирттересси пĕрле пулса пыракан курăмлă ĕç. Кăмăл-сипет никĕсне тата çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхне упраса хăварас енĕпе те сахал мар конкурссем, тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Е тата: ялти хĕрарăм ĕçе кайса килнипе кăна лăпланса лармасть-çке, унăн кил-çурчĕ хăтлă, территорийĕ тирпейлĕ те таса, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пултăр тесе те тимлет.

Хĕрарăмсем политикăран та айккинче тăмаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ шайри суйлавсене хастар хутшăнаççĕ. Чылай çул район пуçлăхĕнче вăй хунă Роза Молодова, паян унăн тилхепине тытса пыракан Ираида Васильева хăйсен ĕçĕнче кăна мар, общество пурнăçĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем Марина Васильева, Алина Васильева хăйсен тăрăхĕнчи пĕр мероприятирен те юлмаççĕ, яланах халăх хушшинче.

Е.МИХАЙЛОВА,
районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика