29 июля 2017 г.
1861 çулта хресченсене крепостла правăран ирĕке кăларнă хыççăн Раççейре либераллă реформăсем пурнăçа кĕме тытăнаççĕ. Çак вăхăтра чăваш ялĕсенче шкулсем чылай уçăлнă. Ку вăл пурнăç малалла аталаннипе, çĕршыв валли вĕреннĕ çынсем нумайрах кирлĕ пулнипе тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчи шкулсен инспекторĕ И.Я.Яковлев чăваш ялĕсенче шкулсем уçас тĕлĕшпе хытă тăрăшнипе тỹрремĕнех çыхăннă. Çав вăхăт Аслă Пăла Тимеш ял çыннисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 1886 çулта ялта чиркỹ прихучĕн шкулĕ уçăлнă. Вăл Патăрьел вулăсне кĕрекен Тури Туçари чиркỹ прихучĕн шкулне пăхăнса тăнă. Ялти шкула ертсе пыраканĕ Тури Туçа чиркĕвĕн пупĕ Алексей Петрович Соколов пулнă. Вăл 1864 çулта Чĕмпĕрти семинаринче богослови наукисен курсне пĕтернĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче шкул пулни çинчен 1903 çулхи "Чĕмпĕр епархийĕн соборсем, мăнастирсем, прихутсенчи тата килсенчи чиркỹсем çинчен калакан статистика отчечĕсенче" асăннă.
Çакăн хыççăн Аслă Пăла Тимеш çыннисем те ялтах хутла вĕренме пуçланă. Ятарлă çурт пулманнипе шкул Ф.Сверчков хресченĕн ял варринчи илемлĕ вырăнта ларакан çуртĕнче вырнаçнă. Малтанхи çулсенче ачасене çырма, вулама тата шутлама вĕрентекенĕ А.Ф.Белков пулнă. Вăл ăçти çын, кам пулни паллă мар. Ун хыççăн шкулта А.П.Соколов пупăн хĕрĕсем ĕçленĕ. Шкул уçăлнă хыççăнах малтанхи çулсенче вĕренес текенсем питех те сахаллăн пулнă. Шкул çулне çитнĕ ачасенчен хăшĕсем: "Атте-анне вĕренмесĕрех ỹснĕ, вĕренмесĕрех аван пурăнаççĕ, пирĕн мĕншĕн нушаланмалла?" - тесе шухăшланă. Çак шухăш уйрăмах хĕрачасем хушшинче анлă сарăлнă. Ашшĕ-амăшĕ те хĕрĕсене пĕлỹ парасси çинчен шухăшласах кайман. Малтанхи çул шкулта çирĕп хуçалăхсенчен тухнă 8 ача çеç вĕреннĕ.
1887 çулта чăвашсен авалтан пыракан ниме йăлипе çĕнĕ шкул çуртне тума шутланă. Ăна тума килĕрен укçа-тенкĕ пуçтарнă, пĕренесене ушкăнпа турттарнă, пĕрле пуçтарăнса никĕс янă. Часах ятарлă 2 пỹлĕмлĕ çурт хăпартса лартнă. Çак пархатарлă ĕçе кашниех вăйĕ çитнĕ таран хутшăннă. Тин çеç туса лартнă шкул çурчĕ ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те пысăк парне пулнă. Вăл ялти чи илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Чи хитре те капăр, пысăк çуртсенчен пĕри пулнă.
Хĕвел çинче çуталса ларакан шкул çурчĕ ял илемĕ, мăнаçлăхĕ. Унтан миçе çĕр ача вĕренсе тухман-ши? Кам кăна пулман-ши вĕсем? Вĕсенчен пĕри - Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкула, Чĕмпĕрти тĕн семинарине, Ярославльти юридика лицейне пĕтернĕ, 1917 çулхи Учредительнăй пухăва суйланнă Гаврил Федорович Алюнов.
1917 çулхи пăлхавлă кунсем пĕтĕм çĕршыва ура çине тăратнă тейĕн. Пурнăç ăнланмалла мар хытă пăлханнă. Малалла мĕн пуласси те паллă мар. Пурте малашлăха шаннă, çутă та телейлĕ пуласлăха кĕтнĕ. Çак тапхăр шкул пурнăçне те тĕкĕнмесĕр иртсе кайма пултарайман. Ялти шкул хăйĕн ятне улăштарнă. Ăна советсен 1-мĕш пусăмри пĕрлехи ĕç шкулĕ ят панă. Шкулта вĕрентес ĕç те урăхланнă. Турă çинчен вĕрентекен уроксене пăрахăçласа ыттисен шутне ỹстернĕ.
Пурнăç улшăнса пынă май вĕренекенсен шучĕ те ỹссе пынă. Вĕренни кирлĕ пулни, унăн пĕлтерĕшĕ пысăкки куç умне тухма пуçланă. Хутла пĕлменнисем валли шкул çумĕнче вулама тата çырма вĕренмелли кружоксем (ликбезсем) ĕçлеме пуçланă. Вĕсене йĕркелесе пыракансем учительсемех пулнă.
1930 çулта 1-мĕш пусăмри шкула Аслă ПăлаТимешри пуçламăш шкул туса хунă. Шкула тĕрлĕ çулсенче П.П.Петров, К.И. Миловидова (Иванова), М.И.Осипова ертсе пынă.1939-1940 çулсенче 1 класра 40 ача, 2-мĕшĕнче - 44, 3-мĕшĕнче - 36, 4-мĕшĕнче 46 ача вĕреннĕ. Анчах та шкул аталанăвне Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтлăха чарса хунă. Апла пулин те коллектив йывăрлăхсене пăхмасăр вĕренỹ ĕçне малалла тăснă. Педагогсем вăй çитнĕ таран колхоза, фронта пулăшнă. Салтаксем валли алсиш, чăлха, енчĕк, сăмса тутри пуçтарса фронта 27 посылка янă. Унсăр пуçне тимĕр-тăмăр, хут-хăмăр, эмел курăкĕ пуçтарнă. 1943 çултан шкула А.И.Щербакова (Мукина) ертсе пынă. Ачасемпе учительсем каникул вăхăтĕнче тата уроксем хыççăн колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине ялтан 228 ентеш хутшăннă. Вĕсенчен 115-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Педагогсем те Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хутшăннă. Вĕсен йышĕнче А.В.Алюнов, Н.В.Емельянов, Д.Н.Казаков, В.Н.Кузнецов, А.Р.Мукин, К.Н.Николаев, В.П.Портнов, пĕртăван Валентин Кондратьевичпа Виталий Кондратьевич Портновсем. Сăмах май каласан, Валентин Портнов вăрçă хыççăн та Совет Çарĕнчех юлнă, икĕ çар училищи пĕтерсе полковнике çитнĕ.
1945 çулта Елчĕк райĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Аслă Пăла Тимешре çичĕ çул вĕренмелли шкул йĕркеленĕ. Шкул директорĕ пулма математика учительне С.К.Портнова лартнă. 1951-1959 çулсенче шкула И.А.Кальянов, Д.Н.Казаков, Г.В.Богданов ертсе пынă. 1950 çулсем вĕçĕнче çĕршывĕпех шкулсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелес тапхăр пуçланнă. Вунă çул вĕренес вырăнне вунпĕр çул, тулли мар вăтам пĕлỹ паракан шкула сакăр çул вĕренмелли шкул йĕркелеççĕ.1959 çулта шкул директорне тепĕр хут С.К.Портнова лартнă. Çак çул 264 ача вĕренмелли икĕ хутлă шкул çуртне тума пуçланă. Шкул лаптăкне илем кĕртес, пулас пахча валли улма-çырла, йывăç лартнă çĕрте биологи учителĕ А.И.Кужикова тата ĕç урокĕсене ирттерекен А.В.Алюнов ертсе пынипе коллектив тăрăшса ĕçленĕ.
"В 1960-61 учебном году открылись двери новой средней школы, построенной колхозом", - тесе çырнă колхоз председателĕ В.В.Зайцев "Колхозное производство" журналăн 1961 çулхи 9-мĕш номерĕнче. Çĕнĕ шкулта вĕренме мĕнпур услови çителĕклĕ - химипе физика, ĕç урокĕсене ирттермелли кабинетсем, библиотека, пысăк та çутă акт залĕ. Уроксем ирттерме çĕнĕ оборудованисем, электричество вăйĕпе ĕçлекен çĕвĕ машинисем кỹрсе килнĕ. Шкулăн сăн-сăпачĕ те улшăннă. Вăтам шкул пулса тăнă. 1964-1978 çулсенче коллектива Н.В.Емельянов, Н.В.Богданов, З.Ш.Ахметзянов ертсе пынă.
1970-1980 çулсенче коллектив вĕренỹпе воспитани ĕçне лайăхлатас, пурлăхпа техника базине çирĕплетес тĕлĕшпе нумай енлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. 1978 çултан шкула С.А.Терентьева ертсе пыма тытăннă. Вăл ертỹçĕре 1997 çулччен ĕçленĕ. Çак вăхăтра вĕренỹ ĕçне кабинет тытăмĕ çине куçарнă. Информатика, машиноведени, лингафон кабинечĕсене çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, физика, хими, биологи кабинечĕсене техника енчен пуянлатнă. Çавăн пекех спорт площадки, тир, хуçалăх склачĕсем, гараж, теплица, туалетсем туса лартнă. Ку çулсенче шкулта груз турттармалли икĕ автомашина, автобус, Т-40 трактор, ĕç кабинечĕсем валли тĕрлĕ станоксем, çĕвĕ çĕлекен 15 машина шутланнă.
1987 çулта 90 ача вырнаçмалăх икĕ хутлă çурт хута янă хыççăн "Çăлкуç" ача сачĕ ĕçлеме тытăннă. Ача сачĕ уçăлни таврари ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Кунта Исемпел, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă ялĕсен ачисене йышăннă. Ача садне ертсе пыма нумай çул ялти библиотекăра ĕçленĕ З.П.Портновăна çирĕплетнĕ. Малтанласа ача садне "Победа" колхоз тытса тăнă. 1999 çултан Елчĕк районĕн вĕренỹ пайĕн балансĕ çине куçарнă.
1990 çулсенче çĕршывра пулса иртекен улшăнусем, пурнăçри çĕнĕлĕхсем шкулта вĕренекенсен, учительсен умне татах та нумайрах ыйтусем кăларса тăратнă. Çавна шута илсе шкул хăйĕн ĕçне çĕнĕлле, пурнăç ыйтнă пек йĕркелесе пынă. 1992 çулхи çĕнĕ вĕренỹ çулне шкул вĕренỹпе воспитани паракан комплекс пулса тăнипе кĕтсе илнĕ. Çак комплекса "Çăлкуç" ача сачĕ, ялти тата Кушкăри вăтам шкулсем кĕнĕ. Ку вăл шкул ятне урăхлатни кăна пулман, ачасене çирĕп те тарăн, тĕрлĕ енлĕ пĕлỹ пама, аталанма пулăшакан меслет пулнă. Шкул ĕçне çĕнĕлле йĕркелени çĕнĕ предметсене вĕренме, хăшĕсене тарăннăн алла илме майсем туса панă. Вĕренỹ кунĕн иккĕмĕш пайĕнче ачасем изостудие çỹренĕ, баян, гитара, хуткупăс калама вĕреннĕ, секцисенче спортăн тĕрлĕ енĕсемпе аталаннă, ятарласа хатĕрленĕ пỹлĕмре ташлама вĕреннĕ.
С.А.Терентьевăна Аслă Пăла Тимешри ял Совет ĕçтăвкомĕн председательне суйланă хыççăн 1997-2001 çулсенче шкул коллективне Г.З.Баранов ертсе пынă. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче шкул хăйĕн ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ йышăннă "Çĕнĕ шкул" программăпа килĕшỹллĕн, пурнăç ыйтнипе йĕркелеме пуçланă. Шăпах çакăн хыççăн пуçланнă та ачасемпе çĕнĕлле ĕçлесси. 2001-2009 çулсенче шкул директорĕнче В.М.Плотников ĕçленĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малалла ăнтăлма чĕнет. Çакна шута илсе 2002 çулта шкулта ăшăтмалли тытăма тĕпрен ылмаштарнă. Коллектив тăрăшнипе котельнăй туса лартнă.
"Çĕнĕ шкул" программăпа районсенче никĕс шкулсем тăвасси пуçланнă. Аслă Пăла Тимешре шкул кивĕ пулнине шута илсе база шкулне Кушкă ялĕнче йĕркелеççĕ. Район администрацийĕн 2002 çулхи августăн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Аслă Пăла Тимешри шкул пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул пулса тăрать. Хальхи вăхăтри шкул ачисем пачах та урăх условисенче, пачах та урăх пурнăçпа пурăнаççĕ. 2003 çулта пепкесен йышĕ чакнăран "Çăлкуç" ача сачĕ хупăннă. Шкул çулне çитмен шăпăрлансем валли шкулта ятарлă ушкăн уçăлнă. Шкулта информатика кабинечĕ, Интернет çыхăнăвĕ йĕркеленнĕ.
Кунта пултаруллă вĕрентекенсем ĕçленĕ. Вĕсене кашнине аса илмеллех. "Хисеп Палли" орден кавалерĕ П.А.Васильев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ С.А.Терентьева, вĕренỹ ĕçĕн отличникĕсем - В.С.Бакина, Г.Г.Диомидова, М.Д.Евтихеева, Е.Е.Егорова, Г.Ю.Елисеева, А.Г. Иванов, А.И.Мукина, Л.Г.Петрова, О.К.Федорова. Л.В.Бакина, А.А.Васильева, О.А.Иванова, В.Н.Дергачев, В.П.Казакова, В.М.Петров, М.И.Пчелова, В.П.Спиридонова Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Л.П. Алюнова, Н.В.Богданов, Н.П.Елисеев, П.И.Елисеев, В.М.Елисеева, З.А.Железова, З.Д.Козлова, Н.И.Портнова, С.К.Портнов, В.М.Сапожников, М.Ф.Чермаков - педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. 2009 çултан коллектива Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Г.А.Пчелова ертсе пырать. В.М.Плотников, А.Г.Пласкин, Г.З.Баранов, М.П.Баранова, Т.Н.Сергеева учительсене те маларах асăннă сумлă грамотăпа чысланă. А.Н.Михеева, З.Ю.Михайлова, Т.Ю.Михеева, Т.З.Смирнова, Г.П.Шавкина, В.В.Самарина, Е.В.Ягудина, А.П.Марков педагогсем, В.И.Зайцева воспитатель Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Шкул темле хитре, капăр пулсассăн та унăн чăн-чăн пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ - çак шкултан вĕренсе тухакансем. 1965-2002 çулсенче вăтам шкул пĕтернĕ 40 выпускник 12 ылтăн тата 28 кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ. 19 выпускник Ленин орденĕ, 6 выпускник Социализмла Ĕç Геройĕ ята илнĕ.
Совет Çарĕнче тĕрлĕ вăхăтра службăра тăнă аслă офицерсем те пур. Вĕсем - В.К.Портнов, В.Я.Ильин полковник, П.Ф.Иванов, Н.Н.Никитин (Алексеев) подполковник, А.А.Иноходов милици подполковникĕ.
Шкулăн ĕнерхи тата паянхи вĕренекенĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă. 1980 çулта шкула А.П.Убасев педагог килсен ачасем уйрăмах йывăр атлетикăпа туслашрĕç. В.А.Иноходов, Иван П.Портнов, Исаак П.Портнов спорт мастерĕн ятне илнинче унăн тỹпи те пысăк. Çулсем иртнĕ май А.П.Убасевăн вĕренекенĕ А.П.Портнов ялти культура çурчĕ çумĕнчи "Юман" спортклуба ертсе пыма тытăннă. Çак спортклуба çỹренĕ Л.В.Иноходова, А.В. Иноходов, Н.В.Кувшинова, П.А.Портнов, П.Н.Ягудин, А.А.Никитин спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Çавăн пекех хальхи вăхăтра Мускавра пурăнакан, самбо енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, алăпа çапăçассипе, джиу-джитсу енĕпе Раççей спорт мастерĕ О.А.Захаров хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе тĕнче шайĕнче палăрчĕ. Вăл Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ деятелĕ.
Пирĕн шкултан наукăн паллă çыннисем те йышлăн тухнă. Техника наукисен докторĕ А.В.Осипов, техника наукисен кандидачĕсем М.Т.Баринов, В.Л.Захаров, В.А.Казаков, В.А.Портнов В.М. Ягудин, биологи наукисен кандидачĕсем В.В.Зайцева (Оглезнева), Д.В.Портнов, физикăпа математика, педагогика наукисен кандидачĕсем В.А.Мукинпа К.П.Портнов, Л.А.Сверчкова (Петрова), медицина наукисен кандидачĕ Л.А.Сверчкова (Тимофеева) шкул чысне çỹле çĕклеççĕ. 131 çул ачасене пĕлỹ тĕнчине йыхăракан шкулăн ячĕ яланах сумлă та пархатарлă пултăр.
В.ПЛОТНИКОВ,
истори учителĕ.