29 июля 2017 г.
Районта çул çитмен 2599 ача диспансеризаци витĕр тухнă. Ку вăл планпа палăртнин 68 проценчĕ.
Ачасене планпа килĕшỹллĕн тĕплĕ тĕрĕслевсем витĕр кăлараççĕ.1, 3, 6, 7, 10, 14, 15, 16, 17 çулсенчи ачасен сывлăхне тĕрĕслесе тĕрлĕ анализсем илеççĕ. Кăçал пуçласа ача садне, шкула каякансен сывлăхне те тухтăрсем тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Вăраха кайнă чирсемпе асапланакан çул çитмен 32 ача санаторипе курортра сывлăхне çирĕплетнĕ.