26 июля 2017 г.
Виçĕмкун пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ЧР "Агроинноваци" КУП директорĕ Николай Васильев ĕçлĕ çулçỹревпе пулса курнă.
Малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес, вырмана хатĕрленес ыйтусене сỹтсе явнă. "Комбайн" тата "Труд" ялхуçалăх производство кооперативĕсене çитсе курнă, вĕсенче çĕр хатĕрлекен, акакан, тыр-пула пуçтарса кĕртекен техникăсемпе, тырă тасатакан, типĕтекен комплекссемпе, тырă упракан складсемпе паллашнă, "Труд" хуçалăхра сенаж хатĕрленине тишкернĕ.