Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

26 июля 2017 г.

Европа Кубокне тивĕçнĕ

Ирландири Вэксфордра кире пуканĕ йăтассипе Европа Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ.

Унта Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн студенчĕ, Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Павлов та хутшăннă. Пирĕн ентеш 85 килограмлă виçере тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕн нормативне тултарнă, Европа Кубокне çĕнсе илнĕ. Унăн кăтартăвĕсем сулмаклă: пĕтĕмпе 215 очко пухнă. Аса илтеретпĕр, паллă та пултаруллă спортсменăн пĕрремĕш тренерĕ - Олег Федоров. Ентешĕмĕре малашнехи ăмăртусенче те ăнăçусем сунатпăр!

Халăх хорĕ - Апас районĕнче

Патреккелти халăх хорĕ Чăваш Енре кăна мар, кỹршĕ республикăра та кĕтнĕ хăна.

Çак кунсенче РФ тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан халăх хорĕ Тутарстан Республикинчи Апас районĕнчи чăваш ялĕнче "Туслăх ĕçпе çирĕп" концерт программипе пулнă. Азбаба ялĕнче чăвашсемпе вырăссем, тутарсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Кỹршĕсене Патреккелсен пултарулăхĕ питĕ килĕшнĕ, татах та килме йыхравланă.

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Районта тăхăр теçетке çул урлă каçнисем йышлансах пыраççĕ.

Аслă Таяпари вăрçă ветеранĕ Виктор Беляев вăрăм ĕмĕрлисен йышне тăнă. Ăна 90 çул тултарнă ятпа Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткине вуласа панă, парнепе чысланă.

Хальхи вăхăтра Виктор Иванович ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен тимлĕхĕнче. Вăл шкул ачисемпе тĕл пулма та ỹркенмест. Ветеран çамрăксене Тăван çĕршыва чыслăн хỹтĕлени çинчен каласа парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика